Грипран прививка тăватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021, 12:00 Просмотров: 184

Гриппа чирлĕ çыннăн температури ỹсет, сăмси юхать, пуçĕ ыратать, ỹслĕк ерет, шăм-шак сурма пуçлать. Грипп вирусĕ çăмăл ерет. Чире пуçарса яраканскерсем пирĕн таврара яланах пур. Вĕсем питĕ хăвăрт улшăнаççĕ. Çавăнпа чир темиçе хут та ерме пултарать. Сыв мар çын калаçнă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сывлăша варалать.

Грипп эпидемийĕ çулленех кĕркунне тата çуркунне çанталăк улшăннă вăхăтра пуçланать. Пĕтĕм тĕнчипе палăрать. Хăрушлăх вара чир йывăр иртнинче. Çын вилнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Гриппа ытларах çын хушшинче ĕçлекенсем - преподавательсем, суту-илỹ, медицина ĕçченĕсем - чирлеççĕ. Çавна май çулленех уйрăм ушкăна кĕрекеннисене маларах прививка тăваççĕ. Çав йыша ачасем, шкулта, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакансем, хăш-пĕр професси çыннисем, 60 çултан иртнисем, чĕре, сывлав çулĕсен, сахăр чирĕ палăрнисем кĕреççĕ. Прививкăна тума пуçăннă ĕнтĕ. Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче ăна 310 çын яртарнă. Вакцинăсем кашни çулах улшăнса тăраççĕ. Çакă эпидемие пуçарса яракан вируссенчен килет. Прививка тутарнă çынсене чир ермест е вĕсем ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Грипран мĕнле сыхланмалла-ха: çынсем нумай пуçтарăннă вырăнсенче сахалрах пулма тăрăшмалла, алла лайăх çумалла, пỹлĕме тăтăш уçăлтармалла, ытларах пахча çимĕç, витаминсем çимелле, уçă сывлăшра нумайрах пулмалла.

Пневмони - ỹпке шыççи. Хăрушă чирсенчен пĕри. Çак чирпе чирлекен çыннăн ỹпки шывпа е пỹрпе тулать, çавăн пирки сывлама йывăр, шăнтса вĕрилентерет.

Пневмонипе чирлес хăрушлăх çулталăк тăршшĕпех пулать. Короновирус тапхăрĕнче пушшех те. Ăна бактерисем, вируссем, кăмпасем пуçарса яраççĕ. Çавăнпа та асăрханулăх кирлех. Маска тăхăнса çỹреме тăрăшăр.

Ан чирлĕр. Çакă хăвăршăн та, çемьешĕн те кăмăллă.

Н.ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика