Юнпа, тарпа Çĕнтерĕве çывхартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.09.2021, 12:01 Просмотров: 185

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансене хирĕç çапăçнисем тата Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисем сахалланса юлчĕç, анчах вĕсен паттăрла ĕçĕсене манма юрамасть. Ялти арçынсем аллине пăшал тытса фашистсемпе çапăçма тухса кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем, ватă çынсем çине тиеннĕ. Лашасене те вăрçа илсе кайнăран вăкăрсене кỹлме вĕрентнĕ, вĕсемпе вăрмана та кайнă, суха та тунă...

1941 çулхи октябрьте тăшман Мускав патне çывхарнă май Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума пикеннĕ. Унта пин-пин хастар хутшăннă. Пысăках мар Кĕçĕн Арапуç ялĕнчен Анна Борисова, Феодосия Зуева, Татьяна Иванкина, Ольга Морковкина, Васса Муленкова, Апполинария (Пелагея) Пестрова, Надежда Русакова, Елена Сорокина, Капитон Царев, Фекла Царева, Анна Чубукова, Именкассинчен Феодосия Дубинина, Аксения Жолобова, Ольга Киргизова, Мария Малова, Клавдия Никифорова, Феодосия Фролова, Акулина Цыганова шăн çĕре чавма кайнă. Кĕçĕн Арапуçĕнчи Мария Селивановăпа Елена Царевана шăпа Сталингард хулинех илсе çитернĕ. Хĕрсен вăрçă пулнă вырăнсенче вилнĕ çынсене бульдозерпа тĕрттерсе пытарнă çĕре хутшăнма тивнĕ. Вĕсем хушшинчех сыввисем те тĕл пулнă, тет. Çакăнтан Мария Михайловна чирлесе таврăннă.

Хỹтĕлев чиккине тунă çĕрте ĕçлекенсем хырăм выççине туймасăр, шартлама сивве пăхмасăр чунне парса вăй хунă. Аллисенчен лум, кĕреçе, пăчăкă, пуртă кайман. Çăмăл пулман, паллах. Çỹхе тумпа çỹренĕрен нумайăшĕ чирленĕ. Ольга Морковкина та сывлăхĕ хавшанăран тăван ене ыттисенчен маларах килнĕ. Пыйтланнă пирки ал туни хулăнăш çивĕтне касса пăрахма тивнĕ. Капитон Царев вара ăшĕ ыратнипе аптăраса ĕçрен таврăннă чухнех куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Аннен, Апполинария Пестрован, хỹтĕлев чиккине тума кайнă чухне çулĕ çитмен пулнă, çавăнпа та ăна виçекенни тăваççĕ. Кĕрхи кун кĕске, пĕринче çапла вăл виçсе пынă май аташать те каять. Сасă илтĕннĕ çĕрелле утать те урăх ушкăн патне пырса тухать. Кунти çынсем ăна апат çитереççĕ, пăхаççĕ. Çакăнтах çĕр каçма юлать. Хăйсен ушкăнĕнчи Васса Муленкова хĕр ача шăнса вилнĕ пуль тесе çав каç çĕрĕпе çывăрайман, тет.

Пĕринче çапла виçĕ пирĕн ял çынни - Илларион Сорокин, Пелагея Борисова, теприне пĕлместĕп - Сăр хĕрринче ĕçлекен тепĕр ушкăн патне апата каяççĕ. Каялла çула кĕскетес тесе тỹрремĕн килеççĕ. Сукмакпа пынă чухне вĕсен умне упа сикнĕ тухнă. Хăранипе сăх сăхма, кĕл тума пикеннĕ. "Эй, Турă, ачасене хĕрхен", - теме пуçланă. Вăрман патши пăрăнса утнă. Кун пирки вĕсем яла килсен çынсене каласа панă.

Сăр хĕрринчен таврăнсан та ял çыннисем кану мĕннне пĕлмесĕр тăрăшнă. Ун чухне фронтрисемпе тылрисем пĕр ĕмĕтпе пурăннă - тăшмана çĕнтермелле.

Елена Сорокинăпа Феодосия Сорокина колхозра вăйлă та тĕреклĕ, çирĕп хĕрарăмсем пулнипе палăрса тăнă. Утă çулмалла-и, тырă вырмалла-и - иккĕшĕн аллинче те ĕç вĕресе кăна тăнă. Ачисене ачашласа юратма та вăхăчĕ пулман, пăянамăшĕсем пăхнă. Салтăнса та çывăрса курайман. Тумтирĕпех выртнă та тăрса хире васканă. Упăшкисем вăрçăра пулнă. –

 Елинькка аппан куçĕнчен юхнă куççуль пĕр витрене те кĕмест, - тетчĕ А. Пестрова Елена Сорокина пурнăçĕ пирки сăмах хускатсан.

Çăкăр та тăраниччен çиеймен тылрисем, пухса кĕртнĕ тыр-пула фронт валли Йĕпреçе ăсатнă.

Манăн атте, Николай Иванович Пестров, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул 12-ри ача пулнă. Унăн та нушине аванах курма тивнĕ. Вăл Йĕпреçе тырă леçме çỹренĕ, колхозра та вăй хунă.

- Эпир, шăнса хытнă ачасем, ĕнтĕркесе тăраттăмăр. Елена Сорокина икĕ миххе харăс ытамласа илетчĕ те йăтса кĕретчĕ. Каçарччăр та мана хальхи арçынсем, вĕсем кун пек пултараймаççĕ, - тетчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче пĕр айăпсăр çынсене элек хыççăн кайса тĕрмене хуптарнă тĕслĕхсем те пулнă. Килĕнчи выçă ачисене çитерес тесе пĕр ывăç тырă илсе килнĕшĕн пирĕн ялти пĕр хĕрарăма апат пĕçерме çакнă хуранне йăттарса урам тăрăх хĕнесе пынă, кайран ирĕкрен хăтарнă.

А. Пестрова ялта бригадир, Патăрьелĕнчи суд заседателĕ пулнă. Вăл çынсене тĕрмене хуптарасран çăлнисене каласа паратчĕ. "Вĕсене тĕрмене хупсан манăн ыран кампа улăм ури тумалла?" - тесе калаттăмччĕ", - тетчĕ. Ял çыннисем ăна питĕ хисепленĕ, çавăнпах тырă вырнă е утă çулнă чухне анана ăна пуçлаттарнă. "Аллу сан çăмăл, эс пуçласан ĕç ăнать", - тенĕ пĕрле тăрăшакансем.

Çамрăк хĕр йĕркеллĕ канса курман, утса пынă çĕртех çывăрса кайни те темиçе хутчен те пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ амăшне те хăйне апат çитерессишĕн вăратма хушман.

Елькка Селиванован мăшăрĕ 1943 çулта Сталинград патĕнчи çапăçура пуçне хунă. Ачисем йышлă пулнă, мĕн пур апата вĕсене çитернĕ. Çапах та пуçа усман, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшса ачисене ура çине тăратма пултарнă.

Çын вилсен те йывăрлăхсем сиксе тухнă. Хĕл сивĕ килнипе хĕрарăмсем шăтăк 2-3 кун таран чавнă. Йывăр пулсан та чăтнă, çĕнтерỹшĕн тăрăшнă.

"Халь çĕр çинче çăтмах, вилес те килмест. Кун пек лайăх пурнăçа тĕлĕкре те курман", - тесе калама юрататчĕ Апполинария Пестрова ватлăх кунĕнче.

Вăрçă çулĕсенче халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр шухăшлă пулса пĕр çемьери çынсем пек тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Мĕнле йывăр пулсан та фронтри тата тылри асапа чăтса ирттернĕ. Вилĕм салатакан хăрушă вăрçă çулăмĕнче те ырăлăхпа тĕрĕслĕх вăйне шанма пăрахман. Çав хăрушă çулсенчи пулăмсем несĕлсен чĕринче ĕмĕрех упранĕç. Хăйсене шеллемесĕр кунран-кун тăрăшнă харсăр çынсене тайма пуç!

А. ПЕСТРОВА. Кĕçĕн Арапуç ялĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика