Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 11:55 Просмотров: 413

Укçан хавхалантарĕç

Коронавирус инфекцийĕнчен халăха вакцинацилессипе тăрăшакан медицина ĕçченĕсене укçан хавхалантарĕç. Кун пирки калакан хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнĕ. Прививка тăвакан тата ĕç нумай пулнипе отпуска

каяйман медиксене компенсаци пама 137 млн тенке яхăн укçа уйăрнă. Укçана 27 медицина учрежденийĕнче тăрăшакансене хавхалантарма тăкаклĕç.

Экономика валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлĕç

Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче çĕнĕ самана ыйтакан професси хатĕрлевĕн центрĕ уçăлнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев,ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров, професси пĕлĕвĕ паракан колледжсемпе техникумсен ертÿçисем хутшăннă. Пухăннисене химипе механика техникумĕн директорĕ Елена Пристова хăйсен çĕнĕ проекчĕпе паллаштарнă.

Конкурсра палăрнă

Чăваш Ен регионсене информатизацилессин Пĕтĕм Раççейри 9-мĕш конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çакăн çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Инстаграмри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. Конкурс «ПРОФ-ИТ.2021» форум программипе килĕшÿллĕн иртнĕ. Финала 50 проект тухнă. Жюри членĕсем «ТелеМФЦ» проекта пысăк хак панă. Онлайн-платформăна аякри муниципалитетсем валли меллĕ усă курма тунă. Республикăра пурăнакан кашни çыннăн патшалăх пулăшăвĕсемпе пахалăхлăн усă курмалла.

«Ылтăн кĕркунне» курав

Кăçалхи октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче Раççейри агропромышленность комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕ иртĕ. Курав АПК отраслĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарĕ. Кăçал вăл çĕнĕ вырăнта, Мускав облаçĕнчи «Патриот» паркра иртмелле. Унта курав павильонĕсем, конгресс-центр, музей комплексĕ, ытти объект пулĕç.

Лидерсен шутĕнче

Чăваш Ен «Демографи» наци проекчĕн пĕр программине пурнăçлас тĕлĕшпе çĕршывра лидерсен шутне кĕнĕ. Чăваш Ене асăннă нацпроект тытăмне кĕрекен «Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» проектпа килĕшÿллĕн граждансене çĕнĕ профессисене тÿлевсĕр майпа вĕрентес енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ырланă.

40-55 тенкĕпе туянаççĕ

ЧР ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕрпÿ, Вăрнар, Комсомольски районĕсенче 507 гектар соя акнă. Çак культурăн лаптăкĕ çуллен пысăкланать. Мĕншĕн тесен унăн сутлăх хакĕ тырăран чылай пысăкрах, килограмне 40-55 тенкĕпе туянаççĕ.

Ултавçăсенчен асăрханăр!

Шупашкарта пурăнакан 41 çулти хĕрарăм ултавçăсене 902 пин тенкĕ куçарса панă. Вăл хăйĕнпе «банк ĕçченĕ» тесе паллаштарнă çынна ĕненнĕ. Ăна та анлă сарăлнă схемăпа улталанă: палламан çын шăнкăравланă та ун ячĕпе такам кредит илме хăтланни пирки пĕлтернĕ. Саккунлă мар операцие чарса лартма хайхи «специалист» хĕрарăма кредит илме, ăна «хăрушсăр счет» çине куçарма сĕннĕ. Шупашкар хĕрарăмĕ вăл каланине пурнăçланă, 28 тĕрлĕ телефон номерĕ çине 902 пин тенкĕ куçарса панă. Тĕп хулари 24 çулти арçын патне те «банк ĕçченĕ» шăнкăравланă. Вăл ултавçа 270 пин тенкĕ куçарса панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика