Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 12:02 Просмотров: 415

 Кĕрхи çанталăк ăмăр. Ирпе хĕвел тухсассăн та кăнтăрлана е каçа çумăр капланса килме пултарать. Таçтан сивĕ çил тухать. Маларах лỹшкесе йĕпетнĕ çĕре тата нỹрлентерет. Çакăн пек чухне урама тухас та килмест. Ăшă пỹртрех лайăх çав. Иртен-çỹрене чỹречерен пăхса ларма пулать. Утнă-чупнă чухне паянхи пурнăç çитессе шутлама та пултарайман. Иртет иккен ĕмĕр.

Патăрьелĕнче пурăнакан В. Се- дойкина, акă, вуннăмĕш теçеткене вакланă. 95 çул тултарчĕ кăçал Вера Петровна. Мăшăрĕпе, Виталий Васильевичпа 70 çул килĕштерсе пурăнчĕç. Шел, çемье пуçлăхĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Унтанпа вара амăшĕпе пĕрле Антонина хĕрĕ кун кунлать. Вăл та çамрăк мар ĕнтĕ. 70 çула çывхарать

. Тутарстанри Пăва районĕнчи Ембулатово хĕрĕ Патăрьелне килсе тĕпленессе ĕмĕтленме те пултарайман. Ачалăхĕ йывăрпа иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пĕр татăк çăкăршăн ĕçленине чуна пырса тивмелле аса илсе каласа парать. Çамрăклах ĕç çумне çыхăннине çирĕплетет. Хирте тырă вырса кĕлте çыхнине асран кăлараймасть. Пучах пухнине манаймасть. Чуна усрамалла пулнă-çке.

8 класс вĕреннĕ хыççăн Вера Пăвари медицина сестрисене хатĕрлекен икĕ çуллăх шкулта пĕлỹ пухать. Унтан Валентина Курякова (Хышова) хĕр тантăшĕпе Шăнкăртамри больницăна ĕçе вырнаçать. 45 çул çакăнта чирлисене сиплет.

- Туберкулеза хирĕç кĕрешекен сиплев учрежденийĕнче çын самаях выртатчĕ. Унта кỹршĕллĕ районсенчен, Шупашкартан та килетчĕç. Пациентсем больницăра вăрах вăхăт пулатчĕç. Сăмахпа та, эмелпе те сиплеме тиветчĕ,- аса илет Вера Петровна.

Хĕрарăм вара ĕçе куллен Патăрьелĕнчен çỹренĕ. Кĕрлĕ-çурлă çумăр та, хĕл тăманĕ те хăратман ăна. Мăшăрĕ киномеханик пулнă. Каçхи ĕç. Икшер сериллĕ Инди фильмĕсене пăхма кăмăлланă халăх. Вĕсене вара эрнерен эрнене илсе килсе тăнă.

- Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă эпир. Килти ĕçе пайласа тăман. Ачасене ỹстерме анне пулăшрĕ. Вăл 96 çула çитиччен пурăнчĕ. Мана та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пил пачĕ,- тет В.Седойкина.

3 ача ỹстернĕ мăшăр. Халĕ пĕр ывăлĕ хăйĕн çемйипе Саранск хулинче, тепри Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Хĕрĕ Шупашкара тĕпленнĕ. Ăрăва малалла тăсакан 5 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук ỹсет Седойкинсен.

-Кун хыççăн кун иртет сисме те çук. Пĕрле ĕçленĕ тус-тантăш пурнăçран ерипен уйрăлса пырать. Юлашки çулсенче тата коронавирус сарăлчĕ. Эпидеми çулне вакцина çеç пỹлме пултарать. Çакна чылай çул сывлăх системинче вăй хунăран çирĕплетсех калама пултаратăп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те пурнăçа малалла тăсатех. Çапла пурăнма тăрăшрăмăр хамăр та,- тет ĕç ветеранĕ Вера Петровна. Авăн уйăхĕнче вăл çуралнă кунпа уяв саламĕсем йышăнчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика