Алексей Талвир премине тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021 12:04 Просмотров: 369

 Çак кунсенче Патăрьелĕнчи Юрий Моисеев «Из рода Батыров» кĕнекишĕн Алексей Талвир писатель ячĕллĕ премие тивĕçнĕ (сăн ỹкерчĕкре). Çавăн пекех ăна пирĕн ентеш, паллă çыравçă Юхма Мишши ертсе пыракан Писательсен союзĕн членĕ пулнине çирĕплетекен удостоверение те панă. Сăмах май, çырас ĕçе вăл ĕнер-паян çеç пуçăнман. 1985 çултанпа «Авангард» хаçатпа çыхăну тытать. 2002 çулта пĕрремĕш кĕнекине «Патăрьел: ĕнер, паян, ыран» ятпа кăларнăччĕ. Кăçал вара теприне кун çути кăтартма мехел çитерчĕ. «Из рода Батыров» пичет изданийĕнче йăх историне, спортпа çын пурнăçĕнчи пĕрпеклĕхсене, хăйĕн кун-çулне тĕплĕн çырса панă. Июнь уйăхĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче унăн презентацийĕ те пулчĕ.

- Манăн пурнăçра аттен витĕмĕ питĕ пысăк. Вăл спорта юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла пуçа усмасăр талпăнма вĕрентнĕ,- тет Юрий Федорович. Кĕнекере те çакă уççăн курăнать.

О. ПАВЛОВА.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика