Пахчари кавăн кил хуçине савăнăç кỹнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 12:19 Просмотров: 415

ЧĂВАШ Ишекĕнче пурăнакан Светлана Кулакова вĕрентекен кил хуçалăхра пахча çимĕç туса илме, çеçке, йывăç ỹстерме питĕ кăмăллать. Кăçал вĕсен пахчинче кавăн çав тери ăнса пулнă. Кашнийĕ темĕн пысăкăш! Ытама та кĕреймен... Вĕсемпе вăл кăмăлтан усă курнă. Чăн малтанах çĕр çимĕçне сая ярас мар тесе питĕ нумай сĕткен те кăларнă. Выльăхсене те çитернĕ. Чи кăмăлли вара уншăн хăй çитĕнтернĕ кавăнсемпе «Объективра - 2021 çулхи тухăç» республикăри сăн ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнни. Çак кунсенче çеç комисси унăн творчествине пысăк хак панине ĕнентерекен сертификата ярса панă. Çапла вара пахчара çитĕннĕ кавăн кил хуçине пысăк савăнăç кỹнĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика