Патăрьел пулăçисем каллех малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 12:21 Просмотров: 443

АВГУСТ уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ен кубокне тата хаклă парнине çĕнсе илессишĕн пынă пулăçăсен ăмăртăвĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Патăрьел поселенийĕнчи «Батыр Карп2» команда (Петр Ялуков тата Сергей Моисеев) хỹтĕлесе виççĕмĕш вырăн йышăннине хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче пулă спорчĕн хастарĕсем пирки тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Сентябрĕн 23-26-мĕшĕсенче Пенза облаçĕнче иртнĕ чемпионатра вĕсем çак йышпах вунă команда хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пĕрлехи вăйпа 54 килограм ытларах карп тытма пултарнă. Çавăн пекех вĕсем чи пысăк пулă (18 килограма яхăн тайнă) тытнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика