Маска - хỹтĕлев йĕрки

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021 12:23 Просмотров: 362

КОРОНАВИРУС пандемийĕнчен асăрханмалли çирĕп йĕрке вăя кĕнĕ хыççăнах районта çынсем йышлă çỹрекен обществăлла вырăнсенче, суту-илỹ, апатлану предприятийĕсенче, организаци-учрежденисенче тата ытти çĕрте те маска режимне мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме район администрацийĕ çумĕнче ятарлă ушкăнсем туса хунăччĕ. Çын сывлăхĕпе çыхăннă усал чир темиçе тапхăрпа хăйĕн кăралăхне кăтартрĕ. Шел пулин те пирĕн тăрăхра та унтан хăтăлайман çынсем сахал мар пулчĕç. Çавна май районта тĕрлĕ служба сотрудникĕсем пĕрлехи рейдсене хавшатмаççĕ, тăтăшах маска режимне, санитарипе эпидемиологи йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи 15 объектра пулнă, коронавирус чирĕнчен хỹтĕленмелли йĕркене мĕнле пăхăннипе кăсăкланнă.

Чиртен асăрханмалли, хỹтĕленмелли мелсенчен пĕри- вакцина яртарни. Паянхи куна районта COVID-19 чиртен 11159 çын пĕрремĕш, 10878-шĕ иккĕмĕш компоненчĕпе вакцинациленнĕ.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика