Юхан шыв хĕррипе тата "Олимп" стадионта йывăç лартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:12 Просмотров: 363

РАЙОНТИ ял тăрăхĕсенче çулсеренех кĕркуннепе çуркунне обществăлла вырăнсене, урамсемпе тăкăрлăксене, юхан шыв хĕррисене йывăçсем лартаççĕ. Хальхи вăхăтра та шăпах çакнашкал тап- хăр пырать. Иртнĕ эрнере те Раççейри "Вăрмана сыхлатпăр" акцие хутшăнса Тăрăн ял тăрăхĕнче икĕ кун субботник йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕн администраци- йĕн, культура, вулавăш ĕçченĕсемпе пĕрлех районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ хастарĕсем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта 500 тĕп хырпа чăрăш тата юман хунавĕсене лартса хăварнă. Çавăн пекех субботнике хутшăнакансем Чесновка юхан шыв хĕррине те йывăçсемпе пуянлатнă.

Районти ытти ял тăрăхĕсенче те акцие хутшăнса тавралăха илем кỹреççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Йывăç лартни пархатарлă та ырă ĕç. Малашне ăна чĕрĕлме, вăй илме пулăшни, выльăх-чĕрлĕх сиен кỹресрен сыхлани те кирлĕ. Унсăрăн пĕрлехи ĕç харама çеç каять.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика