Яваплăха туйса хутшăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:13 Просмотров: 378

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн14-мĕшĕччен пырать. Юхпапа Пăла тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама Патăрьелĕнче виçĕ, Шăнкăртамра икĕ, Туçара, Сăкăтра, Турханта, Хирти Пикшикре участоксем йĕркеленĕ. Вĕсенче вунă çыравçă, çавăн чухлех тĕрĕслевçĕ ĕçлĕ. Яваплă специалистсем пурте кирлĕ пĕлỹ илнĕ. Çыравçăсене уйăрса илме май паракан ятарлă тумпа, кăвак тĕслĕ Росстат сумкипе, планшетпа тивĕçтернĕ. Районта халăх çыравĕн ыйтăвне Ирина Петровна Чиркина уполномоченнăй йĕркелесе пырать.

Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕ халăх йышне палăртма, вĕсем мĕнле шайра пурăннине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, вăл е ку наци мĕн чухлĕ пулнине палăртма май паракан яваплă тапхăра пикенме хатĕр. Çакна та çирĕплетсе хăварас килет. Халăх çыравĕ çĕршыв, республика, район аталанăвне те витĕм кỹрĕ. Çырав Юхмапа Пăла тăрăхĕнче социаллă программăсене, наци проекчĕсене, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ, ял хуçалăхĕпе строительствăри ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пыма пулăшĕ, малашлăхри комплекслă плансене хатĕрлесе пурнăçа кĕртме май парĕ. Çавăнпа та çырава кашни çын хастар хутшăнмалла.

Яланхи пропискăра тăракан граждансен çыравçăпа тĕл пулсан 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе, пурăнмалли условипе çыхăннисем. Килĕрен çỹрекен çыравçăсем никамран та нимĕнле документ та ыйтмĕç, ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмпех çынсем сăмах вĕççĕн каланине тĕпе хурса çырĕç. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕнчен асăрханас тĕллевпе çырава патшалăх çăмăллăхĕсем паракан сайт (госуслуги) урлă та хутшăнма май пур. Ун пек чухне çыравçăсене код пичетне çеç кăтартмалла.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Хамăрăн малашлăх пурнăçпа çыхăннă çырава кашнийĕ хăйĕн тивĕçĕ тесе хутшăнар.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика