Хăçан, мĕнле?

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021 12:14 Просмотров: 307

 Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне çынсем "Госуслуги" портал урлă хутшăнма, электрон çырав бланкĕсене хуравлама пултараççĕ.

"Çыруçă пынă вăхăтра килте никам та пулмасан вăл çырава мĕнле хутшăнма май пуррине тата тепĕр хутчен хăй килессине пĕлтерсе почта ешчĕкне хут хăварать.

 "Çырава миçе çултан хутшăнма пулать? Çыруçăсем Раççейре пурăнакан кашни çын пирки информаци пуçтараççĕ. 14 çула çитнисем çырав ыйтăвĕсене хăйсемех хуравлама пултараççĕ. Кĕçĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ пĕлтерĕ. Çавăн пекех çемье членĕн пуриншĕн те хуравлама ирĕк пур.

 "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне интернет урлă хутшăнмашкăн компьютерта, планшетра, смартфонра хушма программа кирлĕ мар. Интернетпа çыхăну тата "Госуслуги" порталта регистрациленни пулмалла. Çавăн пекех çырав участокĕсене, НФЦсене çитсе ыйтусене хуравлама пултараççĕ.

 "Кăмăл тăвакансем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе иртекен "хĕрỹ линие" 8(800) 707-20-20 телефонпа шăнкăравласа тỹлевсĕрех тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.

"Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче çыруçă кашни кил-çурта, хваттере çитет. Вăл çынсенчен ỹсĕм, чĕлхене пĕлни, пĕлỹ, пурăнмалли условисем, ĕç-хĕл пирки ыйтса пĕлет. Сведение çийĕнчех планшетпа компьютера кĕртеççĕ. Хуравланă чухне документ кăтартмалла мар.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика