Çурма финала тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:22 Просмотров: 370

"Таврида АРТ-2021" фестивале хутшăнакансем кăçал Крыма пуçтарăнчĕç. "Пысăк тăхтав" конкурса 300 ытлан çемьепех хутшăннă. Вĕсем "Çывăх çынсем-тăвансем" арт-квартала пухăннă. Çак ушкăнрисен ачисем палăрнă та ĕнтĕ маларах тупăшура. Фестивальте вĕсене валли ятарлă пуян программа хатĕрленĕ. Вĕрентỹ, психологи, искусство, ăсталăх, наука сферинчи экспертсемпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă. Ашшĕ-амăшĕпе ачасене пĕрлештерекен дискуссисем, мастер-классем йĕркелеме пăхнă пулнă тата ытти те.

Фестивале пирĕн районтан Красновсем хутшăнма тивĕçнĕ. Наталия Ивановна Елена тата Ольга хĕрĕсемпе "Пысăк тăхтав" конкурсра палăрнă.

"Маншăн фестивальте шалти туйăмсене уçса пама май пулни питех те лайăх пулчĕ. Çĕнĕ паллашусем хавхалантарчĕç. Кунран-кун интересли тупăнсах тăчĕ. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарни савăнтарчĕ. Журналистсемпе, передачăна ертсе пыракан, проекта пуçаракан Е.Шамиспа тĕл пулни асра юлчĕ. Интереслĕ тĕл пулусем, тренингсем, практикумсем сахал мар пулчĕç",- тет Лена.

Фестиваль кунта чăн-чăнах кăтартуллă çемьесем - ашшĕ- амăшĕпе ачисем туслă çыхăнура пурăнакансем, кирек хăш вăхăтра та пĕр-пĕриншĕн çунакансем - пухăннине уççăнах çирĕплетрĕ. Чăннипех те вĕсем çывăх çынсем, пĕр-пĕрне юратакансем.

Красновсем çурма финала тухнă. Конкурсăн тепĕр тапхăрĕ Хусанта иртет.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика