Октябрьте мĕн пуçтармалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:23 Просмотров: 379

Кушак курăкĕ (валериана лекарственная). Унăн тымарне тата тымар тунине пухмалла. Çак ĕçе вăрри тăкăнса пĕтсен тумалла. Вăл юн пусăмне, чĕре таппине чакарать, нерв тытăмне лăплантарать.

Пăрăмлă пăрăх (змеевик). Тымар тунипе сипленеççĕ. Унра крахмал, белок, С тата А витаминсем пур. Вăл ыратнине ирттерет, юна юхма чарать.

 Упа кĕпçи (дягиль). Тымарĕпе тымар тунине пуçтармалла. Унпа хырăмлăхпа пырша, сывлав çулĕсен чирĕсенчен усă кураççĕ. Вăл сурчăка шĕветсе лайăх тухма пулăшать.

Палан. Унăн çырли питĕ сиплĕ. Паланран хатĕрленĕ шĕвекпе çăпана пĕтерме, юхан-сурана ирттерме пулать. Сĕткенне вара пỹр- лешкене, хура тута пĕтерме сĕреççĕ. Çак çимĕçрен хатĕрленĕ шĕвекпе шăнса пăсăлсан, юн пусăмĕ ỹссен, пĕвер чирĕнчен сипленме усă кураççĕ.

 Сивĕ чечек (цикорий). Тымарĕ усăллă. Унта инулин шайĕ - 75:. Нерв тытăмне лăплантарать, шăнса пăсăлсан сиплет, тип пыр шыççинчен, сахăр чирĕнчен аван.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика