Масар таврашне масаран кăлармаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021 09:47 Просмотров: 279

ПĂЛАПУÇ Пашьелĕнче ял масарĕпе унăн таврашне çулталăкне темиçе хутчен тирпейлеççĕ, курăка çулаççĕ, ỹссе кайнă тĕмсене, хыт хурана тасатаççĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра территорисене санитарипе экологи тĕлĕшпе йĕрке тăвас, хăтлăх кĕртес енĕпе уйăхлăх пынă май, ял-йыш каллех кĕркуннехи уяр çанталăкпа усă курса субботника тухнă, масар таврашĕнче йĕрке тунă. Сăваплă та пархатарлă ĕçе ваттисем те, çамрăксем те хутшăннă. Пуçтарăннă çỹп-çапа Зот Степанов хăйĕн тракторĕпе ятарлă вырăна турттарсах тăнă.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика