Çул-йĕр инспекцийĕн ветеранĕсене уявпа саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021 09:52 Просмотров: 273

ОКТЯБРĔН 5-мĕшĕнче хисеплĕ вĕрентекенсемпе пĕрлех РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пай сотрудникĕсемпе ветеранĕсем те Чăваш Республикинче çул-йĕр патшалăх инспекцийĕ йĕркеленсе кайнăранпа 84 çул çитнине паллă тунă.

Çак ятпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ çулта ГАИ системинче тăрăшнă ветерансен тĕл пулăвне йĕркеленĕ. Çавра сĕтел тавра ирттернĕ калаçура йĕрке хуралĕн хисеплĕ çыннисем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшакан сотрудниксен тĕрлĕ тапхăрти пурнăçне, кăсăклă самантсене аса илнĕ. Районти ГИБДД начальникĕ А. Мальцев тата РФ ШĔМĕн муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕн начальникĕ Н.Сугутский çăмăл мар професси ветеранĕсене уявпа саламланă, хальхи вăхăтра та шалти ĕçсен пайĕн коллективĕпе тачă çыхăну тытнăшăн, ырă сĕнỹсемпе пулăшнăшăн тав тунă.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика