Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021 10:04 Просмотров: 269

Вĕрентекенсене чысланă

Республикăри вĕрентỹ тытăмĕнче 20 пине яхăн çын тăрăшать. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ - вĕрентекен. Октябрĕн 5-мĕшĕнче çĕршывра Вĕрентекен кунне паллă турĕç. Пирĕн республикăра та чи маттуррисене, педагогика ĕçĕнче ỹсĕм тунисене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чысланă. ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров пухăннисене саламланă май республикăри вĕрентỹ заведенийĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. ЧПУн Культура керменне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тав тунă, уявпа саламланă. "Эсир кашни кун çитĕнекен ăрупа ĕçлетĕр, пурнăç çулĕпе мĕнлерех утмаллине вĕрентетĕр. Лайăххин чикки çук. Пирĕн тата тăрăшарах ĕçлемелле. Яваплăх пысăк - каялла чакмасăр малалла талпăнмалла",- тенĕ Олег Алексеевич.

Курав уçăлнă

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Наци библиотекинчи "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейăра Петр Егоров ячĕллĕ I пленэра хутшăннисен ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Петр Егоров - ХVIII ĕмĕрти пултаруллă архитектор. Унăн пултарулăхĕнчи чи çỹллĕ шайне кăтартаканни Питĕрти Çуллахи пахчан карти шутланать. Петр Егоров çуралнăранпа 290 çул çитнине халалласа Сăр юхан шывĕн хĕрринче, Етĕрне çĕрĕ çинче, Питĕрти, Мускаври, Шупашкарти сăрă ăстисем икĕ эрне ĕçленĕ. Вĕсем паллă архитекторăн тăван кĕтесне халалланă вырăнсене ỹкернĕ

 Максим Косаткиншăн сасăлар

Çак кунсенче федерацин Атăлçи округĕнче иртекен "ФормArt" стрит-арт фестивальне хутшăнакансемшĕн сасăлама май пур. Пирĕн республика чысне Максим Косаткин стрит-арт художник хỹтĕлет. Вăл унта "Подъем сельскохозяйственной отрасли" ĕçпе хутшăнать. Сасăлав октябрĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене халăх тата экспертсен сасăлавĕ тăрăх палăртĕç. Конкурса октябрĕн 21-мĕшĕнче "Zoom" платформа çинче иртекен онлайн-трансляци вăхăтĕнче пĕтĕмлетĕç. Сасăлава хутшăнас тесен 8 (800) 301-50-23 номерпа шăнкăравласа финалистăн кодне палăртмалла. Шăнкăрав тỹлевсĕр. Пирĕн республикăн стрит-арт фестивальти кочĕ - 6. Пĕр номертен пĕр хутчен çеç сасăлама май пур.

 Чи лайăх культура учрежденийĕсене палăртĕç

ЧР Культура министерстви республикăри чи лайăх культура учрежденийĕсене тата вĕсенче ĕçлекен пултаруллă çынсене палăртас тĕлĕшпе конкурс йĕркелет. Тупăшăва хутшăнас текенсенчен заявкăсене октябрĕн 25-мĕшĕччен йышăнĕç. Кашни район кашни номинаципе пĕр кандидатран ытла тăратмалла мар. Экономика Раз-е малого и ср-го пред-ва Бизнес та хỹтлĕх кĕтет Предпринимательсен прависене хỹтĕлессине прокуратура хăйĕн ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ шутне кĕртет. Çак ыйтăва иртнĕ эрнере республика прокуратурин коллегийĕн ларăвĕнче тишкернĕ. ЧР прокурорĕ Андрей Фомин палăртнă тăрăх, надзор ĕçне пĕтĕмлетни республикăра бизнес сферинчи право хутшăнăвĕсене йĕркелекен саккунсене пăснă тĕслĕх нумаййине çирĕплетет. Пĕлтĕр тата кăçал çавнашкал 2,5 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Айăплисене, должноçри 800 ытла çынна, явап тыттарнă.

 Экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем тавра

ЧР Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ тата вĕсенчен асăрхаттарасси пирки "çавра сĕтел" иртнĕ. Унта ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ют çĕршывран килнĕ студентсем, общество организацийĕн хастарĕсем, тĕн çыннисем тата ыттисем хутшăннă. ЧР УФСИН оперуполномоченнăйĕ Евгений Христофоров пĕлтернĕ тăрăх, 2019-2020 çулсенче террорла ĕç тунăшăн 15 çынна ирĕкрен хăтарнă. Экстремизм тĕлĕшпе йĕркене пăснăшăн 2 çынна айăпланă. Тĕл пулура интернет анлăшĕнче çак темăпа çыхăннă хыпарсем сарăлни пирки те калаçу пулнă.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика