Регистраци уйрăмĕ сирĕн ыйтăва тивĕçтерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021, 10:08 Просмотров: 359

РФ ШĔМĕн муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕнче çулталăк пуçланнăранпа водитель удостоверенийĕн вăхăчĕ тухнă е ăна çухатнă сăлтавпа çынсене 1267 çăмăллăхпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 387-шне (Патăрьел районĕпе 34, Шăмăршăпа 30, Елчĕкпе 120, Комсомольскипе 203) 30,5 процент нумай функциллĕ центр урлă пурнăçланă

. Çакна та палăртса хăвармалла. Районта водительсем хатĕрлекен 9 организаци ĕçлет. Вĕсенчен Вĕрентỹ министерствипе ДОСААФăн 2-шер, ытти йышшисем 5 организаци.

Ку таранччен 7966 çын патшалăх çăмăллăхĕпе усă курма ыйтса çырнă (заявлени), вĕсенчен 6128-шĕ регистраци ыйтăвĕпе, 1838-шĕ водитель удостоверенийĕпе. Пĕтĕмĕшле пирĕн пата килекен çынсене 7292 çăмăллăх панă, вĕсенчен 5501-шĕ регистраципе, 1791-шĕ экзамен тытассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра граждансем электронлă майпа та патшалăх çăмăллăхĕпе анлăн усă кураççĕ. Ун пек 5977 тĕслĕх пулнă.

Районта регистраципе экзамен тытмалли таврашра ытти вĕренỹ организацийĕсем пулнине пăхмасăрах пирĕн тĕп тĕллев - хамăрăн ĕçе пахалăхлă тата вăхăтра, граждансене тивĕçтермелле пурнăçласси.

Н. СУГУТСКИЙ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕн начальникĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика