Çемье çавăракансем йышланнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021, 10:09 Просмотров: 329

2021 çулхи тăхăр уйăхра район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче мĕн пурĕ 923 гражданла çырав актне (пĕлтĕр 834 пулнă) регистрациленĕ.

Асăннă тапхăрта 194 ача çуралнă (пĕлтĕрхинчен 33 ача сахалтарах). Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 51 çемьере пĕрремĕш, 62-шĕнче иккĕмĕш, 57-шĕнче виççĕмĕш ача кун çути курнă. 13 мăшăра çемьене тăваттăмĕш, çиччĕшне пиллĕкмĕш, пĕрер мăшăра улттăмĕш тата саккăрмĕш, иккĕшне çиччĕмĕш пепке хутшăннă ятпа саламланă.

Çулталăк пуçланнăранпа 495 çын вилнĕ. Шел пулин те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 60 çын ытларах. Вăл шутра арçынсем - 256, хĕрарăмсем - 239. Çут тĕнчерен уйрăлнă çемье пуçлăхĕсен вăтам ĕмĕрĕ - 65, ача амăшĕсен - 80 çул.

Кăçалхи тăхăр уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан çемье çавăракансем йышланнă. 128 мăшăра (28 ытларах) çак ятпа саламланă. Çав вăхăтрах уйрăлакансем ỹснĕ. 58 мăшăр (17 ытларах) пирки çак сăлтавпа акт çырнă. Ытларах 25 -39 çулсенче çемьесем арканаççĕ.

Çавăн пекех ашшĕ пулнине çирĕплетекен 30, ача усрава илнĕ пĕр тĕслĕх пулнă, 17 çын хăйсен ятне улăштарнă.

А. НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика