Хĕрсем те пăшал тытнă тăшманпа çапăçма

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021, 10:13 Просмотров: 359

Çĕршывшăн хăрушă, фашистсем Мускав патне талпăннă вăхăтра, Чă-ваш Енре сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 23-мĕшĕччен стрелоксен 324-мĕш дивизине туса хунă. Командир пулма Мускавра çуралса ỹснĕ Николай Кирюхин генарал-майора шаннă. Салтаксен пĕрре тăваттăмĕш пайĕ (1685 çын) чăвашсем пулнă, ыттисем - тĕрлĕ тăрăхран, çавăн пекех госпитальтен сывалса тухнисем.

Дивизи тăватă полкран тăнă: дивизи штабĕ тата 1091-мĕш полк - Шупашкарта, 1093-мĕш - Çĕрпỹре, 1095-мĕш - Канашра, 887-мĕш - Вăрнарта.

1941 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче 324-мĕш дивизи Рязань облаçĕнчи Михайлов хули çывăхĕнчи Печерниковские Выселки яла тăшмансенчен хăтарассишĕн пынă хаяр çапăçăва пĕрремĕш хут хутшăннă. Çĕнтерĕве Кенигсбергра кĕтсе илнĕ. Шупашкартан унта çитнĕ çĕре 1800 ялпа хулана ирĕке кăларнă.

Беларуç Республикинчи Быховски районĕнчи Мокрое ял çывăхĕнче Днепр патĕнче тăшмана çапса аркатнăшăн 1944 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче дивизи Верхнеднепровски ята илнĕ. Кенигсберга штурмланă чухне хушнине тĕплĕн пурнăçланăшăн, хастарлăхшăн 1945 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

1945 çулта Хĕрлĕ Ялава тивĕçнĕ Верхнеднепровскинчи стрелоксен 324-мĕш дивизине салатнă. 1091-мĕш тата 1093-мĕш полкăн çапăçури ялавĕсем Мускаври Хĕç-пăшал вăйĕсен Тĕп музейĕнче упранаççĕ, 1095-мĕш полкăнне тата 887-мĕш артполкăнне Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче курма май пур.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче палăрнă дивизире Патăрьел районĕн каччи-хĕрĕ те пулнă, вĕсенчен пĕри - А. Янаслова . Антонина Ивановна Первомайскинче çуралнă. 1942 çулта вăл фронта кайнă. Çамрăк хĕр телефонист тата радист пулса тăшмана хирĕç çапăçнă, Курск пĕкки патĕнче контузи илнĕ.

1943 çулта Хотьково ялне тăшман самолечĕсем вĕçсе килнĕ те бомбăсем пăрахма пуçланă. Çĕр чĕтренсе тăнă. Хăрушлăха пăхмасăр Антонина Янаслова полк командирне информаци панă. Пĕр бомба ун çывăхĕнчех ỹкнĕ, хĕре тăпрапа хупласа хунă. Салтаксем вăхăтра килсе çитнĕрен çеç сывă юлнă. Вилĕм умĕнче те вăл аллинчен телефон трубкине яман.

Ураран аманнă хыççăн Антонина Ивановна тăван тăрăха каялла килнĕ. Утма йывăррине пăхмасăр "Ударный" колхозра счетоводра ĕçленĕ. 1945 çулта Первомайскинчи вăтам шкулта вăй хума пуçланă.

Çапăçури паттăрлăхшăн Аслă Арапуç хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне, 9 медале тивĕçнĕ. Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илнĕ. Вăл кайран Шупашкарти 30-мĕш шкулти Çар мухтавĕн музейĕшĕн яваплă пулнă.

Салтак туслăхне упрас тата çамрăксене иккĕмĕш тĕнче вăрçи пирки тĕплĕрех паллаштарас тĕллевпе А. Янаслова 324-мĕн дивизинче службăра тăнисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Вĕсем хăйсен аса илĕвĕсене çырăвĕсенче тăратса хăварнă. 41 боецăн адресĕсем паян та упранаççĕ.

1974 çулта Чăваш Республикинче йĕркеленнĕ дивизинче службăра тăнисем Патăрь- елĕнче хăйсен тĕл пулăвне ирттернĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Антонина Ивановнăпа Георгий Иванович Савиновсен хĕрĕсемпе пĕрле пĕлỹ пухрăмăр. 2015 çулта, вĕсем вăл вăхăтра Шупашкарта пурăнатчĕç, çак хисеплĕ çемьепе тепре тĕл пулма, видео ỹкерме май килчĕ. Каярах вара Хĕрлĕ Ялава тивĕçнĕ Верхнеднепровскинчи стрелоксен 324-мĕш дивизипе хатĕрленĕ проект республикăри "Çар подразделенийĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрла çулĕ" виртуаллă экскурсисем хушшинче çĕнтерчĕ. Паян унпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Берегиня" музей сайтĕнче паллашма май пур. Сăмах май, Шупашкарта 324-мĕш дивизи ячĕпе хисепленекен урам та пур.

Эвелина КАРЯГИНА.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика