Атте таврăнаймарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021, 10:15 Просмотров: 342

Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ сăпкара çывăрса юлнă тесе каласа паратчĕ анне. Çывăх çыннăм тăван киле таврăнаймарĕ. Унăн юратăвне туйса, сăнарне курса, вăл ĕçлесе илнĕ çăкăра çисе ỹссе пулмарĕ. Сăн ỹкерчĕкне кăна хурланса пăхаттăмăр. Вăл çукки ачалăхăмра вăйлă палăрчĕ. Аннене кăштах та пулин пулăшас тесе ĕç çумне ир çыпăçрăм. Çум çумланă, 8 çул тултарсан тырă вырма илсе кайнă. Аслăраххисем мана: "Куршанак çыпçăннă иккен", _ терĕç те эпĕ хам çума чăнах та çак çум курăк лекнĕ тесе шырама пуçларăм. Кайран тин ăнлантăм мĕншĕн çапла каланине. Малтан чишкă, каярах пĕр-ик хăлаç чухлĕ илсе пыраттăм анана. Ун чухне пĕтĕм тырра алăпа пухса кĕртнĕ. Кăнтăрла апат çитеретчĕç, чашăк-кашăка килтен илсе каяттăмăр. Ир-ирех пикеннĕ те ĕçе хĕвел анмасăр та таврăнман. Шăрăхра тата выçăллă-тутăллă тăрăшнипе вăй йăлтах пĕтетчĕ. Каçхине çывăрма выртсан та куçа пучахсем курăнатчĕç.

Çынсем тырă мĕнле вырнине пăхма тухатчĕç. Тĕрĕслекен килнине курсанах ỹкнĕ пучахсене пуçтарма тытăнаттăмăр.

Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртсен вĕсене йĕтемме молотилкăпа çапма каяттăмăр. Çур çĕр иртмесĕр те киле каяйман. Темиçе хĕрарăм шĕкĕлченĕ тырра тем пысăкăш çаврака 3-4 алапа аллатчĕç. Ку ĕçе пĕлекенсене кăна явăçтаратчĕç.

Манăн питĕ вĕренес килетчĕ. Шкултан аттестат илнĕ хыççăн малалла ăс пухас терĕм. Хăть ăçта кайсан та стаж ыйтаççĕ, çавăнпа сысна фермине ĕçе вырнаçрăм. Малтанах кунта йывăрччĕ. Хам начаркка пулсан та пысăк михĕсене йăтма тиветчĕ. Патăрьелĕнче медицина сестрисен курсĕ уçăлсан унта вĕренме кĕтĕм. Пире пĕлỹ пама Шупашкартан врачсем килетчĕç. Дипломлă специалист пулнă хыççăн Патăрьелĕнчи тĕп больницăра 45 çул медсестрара тăрăшрăм.

Пурнăçăм çăмăл çулпа чупмарĕ. Хура-шуррине, йывăрлăхĕсене пайтах куртăм. Икĕ ачан тăприне хамăнах таптама тиврĕ. Ним тума та çук... Çулсем аслăланнăçем ир тăрсан та, каç выртсан пĕр япала пирки кăна шухăшлатăп: нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Ачасен, мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен шăпине ан таптатăрччĕ.

Л. ИГНАТЬЕВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика