Октябрьти ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021, 10:16 Просмотров: 404

 1. Улмуççи, груша, ытти улма-çырла йывăççисем лартмалла. Çак ĕçе çанталăк сивĕтиччен 15 кун маларах пурнăçламалла.

2. Йывăçсене чир-чĕртен, çимĕç шатринчен мочевина хутăшĕпе (10 л шыва 500 г кирлĕ) сапмалла.

3. Тăпрана лайăхлатма тислĕк тăкмалла. Енчен те вăл çук пулсан фасоль, нимĕç пăрçи тунине, кишĕр аврине, вĕлтĕрене вĕтетсе çĕре хывмалла.

4. Бархатцы, çурла курăкĕн аврисене çунтармалла мар, вĕтетсе çĕре хывмалла. Вĕсем сиенлĕ хурт-кăпшанка, кăмпа чирĕсене пĕтереççĕ. Пилеш курăкĕ (пижма), мулкач курăкĕ (тысячелистник), салтак тỹми те тăпрашăн усăллă удобренисем шутланаççĕ.

5. Çак уйăхра хурлăхан, йĕплĕ çырла тĕмĕсене сайратмалла. Чирлĕ, хăрăк, ытлашши туратсене иртмелле. Çапла тусан çитес çул вĕсем çимĕçпе савăнтарĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика