Кĕркунне пурнăçлама май пур

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2021 10:17 Просмотров: 280

 Çуркунне пахчара ĕç нумай. Çавна май хăшне-пĕрне кĕркунне пурнăçлама май пур.

Ăста пахчаçăсем хĕле хирĕç ыхра кăна мар, сухан та лартаççĕ, петрушка, укроп, редис, шпинат акса хăвараççĕ. Кишĕрпе кăшман акакансем те пур. Çуркунне юр часах ирĕлсе пĕтмен вырăна суйласа илмелле. Паллах, шыв чылай вăхăт тытăнса тăракан лаптăк юрăхлă мар. Тепĕр саманта та шута илмелле: вăрлăха вăхăтра акмалла. Иртерех аксан, шăтса тухнă май, шăнма пултарать. Кая юлма та юрамасть. Пĕр сăмахпа, вăрлăхăн çĕр ăшĕнче кăшт кỹпчеме кăна ĕлкĕрмелле. Çĕрне маларах чавсан аван, мĕншĕн тесен унăн пусăрăнмалла. Калăпăр, кишĕре 6 см тарăнăшне акса хăварма юрать. Севок сухана лартнă хыççăн çĕрĕк тăприпе витсен аван. Йăран çинче хĕл каçнă петрушка та "ыйхăран" иртерех вăранĕ.

Çуркунне пуçĕсене кăларнă хыççăнах вĕсене мочевина шывĕпе (1 л шыва 1 шăрпăк курупки чухлĕ) апатлантарасси çеç юлать.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика