Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:36 Просмотров: 270

Çĕнĕ проект

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çула Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май паллă ентешĕмĕрсем пирки "Чĕрĕ чĕлхе" проект пурнăçа кĕме пуçланă.

Паллă çынсемпе паллаштарĕç

Шупашкарти паллă çынсен ячĕсене панă чарăнусем пирки общество транспорчĕн 10 маршручĕ çинче каласа кăтартĕç. Чарăну ятне каланă хыççăн çав çыннăн биографийĕпе паллаштарĕç. "Тăван ятсем" проект культура пуçарăвĕсен президент фончĕ пулăшнипе пурнăçланать. Ку тĕллевпе 870 пин тенкĕ уйăрĕç. Проект кăçалхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2022 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен пурнăçланĕ.

Кĕçех тĕрлесе пĕтерĕç

 Чăваш Енĕн тĕрленĕ карттине малалла пуçтараççĕ. Аса илтерер, "Тĕрленĕ Чăваш Ен" акцие кăçал Республика кунĕнче пуçарнă. Унпа килĕшỹллĕн районсенчи ăстасем хăйсен тăрăхĕнчи карттине тĕрлеççĕ. Кайран пурне те пĕр çĕре пухса картта хатĕрлеççĕ. Районсен тĕрленĕ картти Чăваш тĕррин музейне август уйăхĕнче килме тытăннă. Халĕ карттăна пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать. Чăваш тĕррин кунĕнче, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, унпа паллашма пулĕ.

"Пушкин карттипе" - театра

Октябрĕн 7-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Ухсай Яккăвĕн трагедийĕ тăрăх лартнă "Шуйттан чури" спектакльпе çĕнĕ сезона уçнă. Театрта уйрăмах çамрăксем йышлă пулнă.

Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра "Пушкин картти" программа старт илчĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çỹреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ. "Пушкин картти" - çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14-22 çулсенчи граждансене параççĕ. Шăпах çамрăксенчен чылайăшĕ çак карттăпа усă курса билетсем туяннă.

Ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ

Чăваш патшалăх истори архивне йĕркеленĕренпе кăçал - 80 çул. Çавра çула халалласа "Архивсен цифра трансформацийĕн условийĕсенчи ыйтăвĕсем тата вĕсене татса парас çулсем" темăпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăннă. Конференцие пухăннисем архивистсен ĕç-хĕлĕ çĕршыв, регион, район, ял-хула, çемье историйĕшĕн паха пулнине палăртнă, тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Чулхула облаçĕн, Мордва, Пушкăрт, Мари Эл республикисенчен килнĕ истори архивĕсен ертỹçисем Чăваш енри ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытнине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса ĕç тухăçлăхне пысăклатма тăрăшнине пĕлтернĕ.

Шăнтиччен вĕçлесшĕн

2021 çулта республикăра 204 картишпе ача-пăча лапамне çĕнетме тĕллев лартнă. Строительсем çанталăк шăнтиччен ăна пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Пĕтĕм ĕçе тума республика бюджетĕнчен кăна 1 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Турист сувенирне палăртĕç

Республикăн бизнес-инкубаторĕ тата Чăваш Енре туризмпа хăнасене кĕтсе илес индустрие аталантарассипе ĕçлекен агенство "Чăваш Енĕн турист сувенирĕ - 2021" конкурс ирттерессине пĕлтернĕ. Çĕнтерỹçĕсем Раççейри халăх промыслисен "Ладья. Зимняя сказка - 2021" курав-ярмăрккăна хутшăнĕç. Конкурса хутшăнакансенчен ĕçсене октябрĕн 31-мĕшĕччен йышăнĕç.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика