Владислав Николаевăн "Кăшăлвирус" ятлă кĕнеки тухрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:40 Просмотров: 286

Пурнăçра кĕтменлĕхсем тăтăшах сиксе тухаççĕ, пĕрне парăнтаратăн çеç, ак кур, - тепри кĕтсе те тăрать иккен. Анчах та пĕтĕм тĕнчене çавăрса илнĕ усал чир - коронавирус - тỹрех парăнма, çĕр пичĕ çинчен кайма шутламасть пулас: сарăлса та сарăлса пырать вăл. Чир ытлашши ан иртĕхтĕр тесе 2020 çулта ахаль çынсен пурнăçне чылай çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелĕпе вĕренме, ĕçлеме хăнăхтарчĕç, маскăпа тата перчеткепе çỹремелли йĕркене йышăнчĕç, пĕр-пĕринчен метр çурă аякра тăмалла турĕç...

 Коронавирус чирĕ халиччен пуçа килмен чылай ыйту çуратрĕ, пурнăçламан ĕçе тума вĕрентрĕ. Çак тапхăрта мĕн çинчен пуç ватаççĕ-ши çамрăксем? Мĕн пăшăрхантарать-ши вĕсене? Кун çинчен нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Владислав Николаевăн çĕнĕ кĕнеки каласа парать. Ячĕ те еплерех - "Кăшăлвирус". Редакторĕ - Ольга Федорова, ỹнерçи - Дмитрий Литаврин. Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2020 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

Повеçри тĕп сăнарсем - вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă çамрăксем. Йĕркесене çирĕплетнĕ хыççăн вĕсем халь килĕсенче лараççĕ, социаллă тетелсем урлă пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Пурнăç кăлтăкĕсем вĕсен пуçĕнче тĕрлĕ ыйту çуратаççĕ: коронавируса пула çитес вун пĕрмĕшсемшĕн патшалăх экзаменĕсем епле иртĕç-ши, паянхи çамрăксен ялта пурăнас килет-и, çемьере пĕччен ача ỹсни лайăх-и е япăх-и, лайăх пурăнас тесен ĕç укçи мĕн чухлĕ пулмалла, роботсем, тĕрлĕ ăслă программăсем аталаннă вăхăтра ăçта ĕçе вырнаçма пулать тата ытти те. "Контактри" хĕрỹ калаçу хыççăн Женя Ильина тĕп сăнар хăйĕн шухăшĕсене пĕр тĕвве пухса кун кĕнеки çырса пырать.

 "Ялта пурăнма пултарăттăм-ши эпĕ? Ку ыйту тавра нихăçан та шухăшламан. Яла çулла асаннен юратнă мăнукĕ пек ăна пулăшма кайма аван, уçăлса çỹреме тата çырла пуçтарма кăмăллă паллах, анчах сăмах ун çинче мар. Пурнăçăн пĕтĕм енне курас, астивсе пăхас тесе, экспериментшăн, эпĕ ялта пурăнса пăхма хирĕç мар-ха". Е тата: "Мĕн çырмаллине те пĕлместĕп... Тен, ку, чăнах та, арçын ачасен теми, эпĕ çар теминчен аяккарах тăратăп... Йăлтах ăнланса пĕтерейместĕп...", "Карантина пула пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни çитмест пире, Интернетра, скайппа пулсан та, пупленине вара çумăн тăрса сăмахланипе танлаштараймăн..."

Паллах, кĕнекере юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Пĕрле вĕренекен Кольăпа Лизăн "Вайберти" уйрăм калаçăвĕ хайлава çепĕçлĕх кĕртет, çамрăксен пĕрле пулас ĕмĕчĕ пурнăçланас шанчăка çуратать.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика