Журналистика ĕçĕн ветеранĕ коронавирусран прививка тутарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021 08:44 Просмотров: 208

ÇАНТАЛĂК улшăннă вăхăтра çулсеренех ОРВИ, грипп чирĕ вăйлăрах сарăлать. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра коронавирус çынсен сывлăхне хавшатни те пăшăрхантарать. Паян районти тĕп больницăра çак амакран выртса сипленме вырăн та çук-мĕн. Çавăнпа та чылайăшĕн врач сĕнĕвĕсене килтех çирĕп пурнăçлама, йĕркене пăхăнма тивет. Усал чиртен хỹтĕленмелли чи шанчăклă мел - вакцина яртарни. Çакна чылайăшĕ ăнланса хăйсен сывлăхне упраççĕ. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнче пурăнакан журналист-ветеран, районти Общество канашĕн членĕ Николай Ларионов коронавирусран прививка тутарнă. Район пурнăçне хастар хутшăнакан ĕç ветеранĕ çак утăма туни уншăн кирлех тесе хак парать, хăйне лайăх туять.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика