Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:47 Просмотров: 250

 Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен хирĕсем пушаннăпа пĕрех. Кĕрхи культурăсене кăçал 5495 гектар акса хăварнă.

Çĕр улмие пуçтарса кĕртнĕ. Типĕ те шăрăх çанталăка пула унăн тухăçĕ ытти çулхинчен чылай пĕчĕк: пĕр гектартан вăтамран 132,3 центнерпа танлашать.

Исток" çĕр ĕç фирминче сахăр кăшманĕ кăлараççĕ, унăн тухăçĕ пĕр гектартан - 100 центнер.

Хĕвелçаврăнăша 390 гектар çапса тĕшĕленĕ. Вăл вăтамран пĕр гектартан 14 центнер тухать.

Пушаннă хирсене тỹрех сухаласа, çитес çула валли хатĕрлесе пыраççĕ. Кĕрхи çĕртмене 20592 гектар тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика