Йышпа хăтлăх тума та, савăнăçа пайлама та аван

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:50 Просмотров: 280

Çулталăк каялла Аслă Чемен ял тăрăхĕн "тилхепине" Александр Чегаев тытса пыма пикенчĕ. Историшĕн вăл пĕчĕк тапхăр çеç. Çапах та вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче малтанхи ĕçсене пĕтĕмлетме, малашнехи плансемпе паллашма пулнине шута илсе Александр Александровичпа тата ял тăрăхĕнчи уйрăм хастарсемпе тĕл пултăмăр. Çапла тума тепĕр сăлтав та хистерĕ.

 Аслă Чемен поселенине кĕрекен Аслă Чемен ялĕнчи Туптов урамĕ кăçал тирпей-илем енĕпе йĕркеленĕ конкурсра районта çеç мар, республикăра та пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ! Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе курнăçнă чухне пĕрремĕш ыйту çакăнтанах пуçланчĕ: мĕнле майпа тата камсен вăйĕпе вĕсем çак урама малтан район, кайран республика шайĕнче "çутта" кăларма пултарнă-ши? Сăмах май, район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн тавралăха хăтлăх кỹрес, йывăç-тĕм лартса симĕслетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ "Чи кăтартуллă урам" конкурса кăçал виçĕ ял тăрăхĕ (Тутар Сăкăтри Лесная тата Шăнкăртамри Киров урамĕ) çеç хутшăннă.

- 2020 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче çăмăл мар çĕнĕ ĕçе пикеннĕ хыççăн тепĕр куннех Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсенчи актива, депутатсене, уйрăм хастарсене пуçтартăмăр. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту шăпах ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе çыхăнчĕ. Анчах мĕнле майпа, мĕнле пулăшупа? Мĕншĕн тесен çулталăк вĕçленсе пынă май укçи-тенкине те тупма йывăрччĕ. Çитменнине ял тăрăхĕ патшалăх пулăшакан пĕр программăна, проекта та кĕмен. Пуçару бюджечĕпе те нимĕн тума та палăртман. Çакă пирĕншĕн пысăк ыйту пулсан та тупсăмне пĕрлехи вăйпа татса патăмăр. Чăн малтан депутатсен вăйне пĕрлештертĕмĕр, старостăсене (Иван Никитин, Валерий Тимошкин) çак ĕçе явăçтартăмăр, ун хыççăн халăха пăшăрхантаракан, куçа чăн малтанах тирĕнекен ыйтусене пурнăçа кĕртме пикентĕмĕр. Туптов урамĕнче пурăнакансем пирки çакна палăртса хăвармалла. Вĕсем пĕринчен тепри хăйсен çурт умне тирпейлĕ, таса, капăр тытма тăрăшаççĕ, урамри йывăçсене шуратсах тăраççĕ, çеçкесем çитĕнтереççĕ, - пуçларĕ калаçăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Халăхпа вĕрсен хапхана та уçма пулать, тенĕ ваттисем. Иртнĕ кĕркуннех вĕсем ял уявĕ иртекен "Айтуш" лапамне каçакан кĕпере тĕпрен çĕнетнĕ. Малтан вара кунта ашкăрса кайнă йывăçсене халăхпа кар тăрса тирпейленĕ, хăйсен вăйĕпех тăватă юпа вырнаçтарса электроçутă тунă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов çирĕплетнĕ тăрăх малашне ял уявĕ иртекен вырăна çĕнĕрен йĕркене кĕртесшĕн. Сăмах май каласан, эпир пынă кунхине ял çамрăкĕсем хăйсен хастарлăхĕпе тата укçи-тенкипе футбол хапхине улăштаратчĕç.

Пуçару бюджечĕпе - масар çурчĕ

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенчи масар çурчĕ чылай çĕнелчĕ. Ял тăрăхĕсенче çак сăваплă ĕçе ытларах пуçару бюджечĕпе, халăх хастарлăхĕпе тата пулăшăвĕпе пурнăçлаççĕ. 2021 çул валли Аслă Чеменсем те вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăнти кивĕ çурта çĕнетес тĕллевпе республика программине кĕнĕ. Йĕркепе килĕшỹллĕн пĕр пайне халăхран пуçтарассине никам та хирĕçлемен. Ялтан тухса кайса ют çĕрте тĕпленнĕ ентешĕсем те сăваплă ĕçе хастар хутшăннă, укçа куçарса панă. Ĕçри хăш-пĕр чăрмавсене пăхмасăрах ялти масар çуртне кĕске вăхăтра туса лартнă. Кунти субботниксене ватти те, çамрăкки те хастар хутшăннă. Проектпа пăхман пулин те, ăна сăвапличчен халăх вăйĕпех куполне те хăпартнă. Пуçару бюджечĕпе тунă масар çурчĕ 460 пин тенке ларнă.

Çул ыйтăвĕ кашни çул канăç памĕ

Ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан Аслă Чемен ял тăрăхĕнче çул ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çапах та ĕçлĕ çул çỹ- ревпе çак тăрăхра пулнă кунхине Тури Чакăра пикенсех ĕç шавĕ тăни кăмăла уçрĕ. Кунта строительсем çул-йĕре пăхса тăмалли программăпа килĕшỹллĕн пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан аслă урама хăпартса вак чул саратчĕç. Программăна виçĕ çула палăртнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев çул ыйтăвĕ çивĕч тăнине кура ку ĕçе кăçалах вĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ.

- Ял хăтлăхне пуянлатаканни капмар та хитре çуртсем çеç мар, тикĕс те яка çул пулни те кирлĕ. Вырăнти хăй тытăмлăха аталантармалли планра эпир кашни çул пĕрер çула "çутта" кăларма тĕллев тытнă. Ку тĕлĕшпе ĕçлемелли, пĕрлехи вăйпа тăрăшмалли çителĕклех. Çак ыйтупа пĕлтĕрех ĕçлеме май тупрăмăр. Тури Чакăрах Çĕнĕ урама тикĕслесе вак чул сартăмăр. Аслă Чементи Çамрăксен урамĕнче пурăнакансен хастарлăхне те палăртса хăварас килет. Вĕсем вара хăйсен вăйĕпе кассинчи çула тирпейлерĕç,- паллаштарчĕ ял пуçлăхĕ.

 Хăтлă пурнăç савăнтартăр, тăван ял капăрлантăр!

Ялта пурăнакан кирек мĕнле çыншăн та тăван ял, юлташсемпе выляса ỹснĕ урам, тăван кил-çурт чи хакли шутланать. Кашнинех вĕсене хăтлă, хитре, пуян курас килет. Ял тăрăхĕнче паян кăтартуллă хушма хуçалăхсем, илĕртỹллĕ вырăнсем çук мар. Акă, Т. Семенова тăххăрмĕш теçеткене ваклать пулин те çăвĕпех кил-çурт умĕнче çеçкесем çитĕнтерет. Кинемей çак вăхăтрах вăрмана çырлана-кăмпана та çỹрет. Темиçе çул каялла вĕсен умĕнчи эрешлесе капăрлатнă пусă район конкурсĕнче палăрнăччĕ. Тивĕçлĕ канури ватă паян та ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

 Ĕмĕтпе пурăнакан çунатлă теççĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче паянхи кун халăха хăтлă пурнăç савăнтартăр, тăван ял аталантартăр тесе пурнăçланă ĕçсем мар, малашлăх плансем сулмаклăрах темелле. Çакна çулталăк каялла ял пуçлăхĕн çăмăл мар "лавне" кỹлĕннĕ Александр Чегаевпа районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов та çирĕплетрĕç. Чăн малтанах вĕсем икĕ яла та пĕр кивĕ клуб çеç пулни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Кирек мĕнле ял та "культура вучахĕсĕр" ăшă пулманни паллă ĕнтĕ.

 Паян ялти вăтам шкула 100 ытла ача çỹрет. Шăпăрлансемпе çул çитменнисем валли хăтлă ача-пăча лапамĕ тăвасси, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнса ялсенче кỹлĕсене тасатасси, "Айтуш" кану вырăнне çĕнетесси, урамсене хăтлăлатасси Аслă Чемен ял тăрăхĕн аталану планне кĕртнĕ тĕллевсем.

Хаклав

Мария Вахмистрова, ĕç ветеранĕ:

- Ку таранччен масар çурчĕ пирĕншĕн чун ыратăвĕ пулнă. Вилнĕ тăванăмăрсене асăнма кайсан та унта кĕме намăсчĕ. Çак ĕçе пуçăнас тĕллевпе унччен халăхран укçа та пухнăччĕ, анчах усси пулмарĕ. Паян сăваплă вырăнта йĕрке пулни, унти хыт-хурана тăтăшах тасатса тăни пуриншĕн те кăмăллă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика