Çĕр ĕçĕпе кăсăкланать

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:50 Просмотров: 264

"Тĕлĕнтермĕш теплица" социаллă проектпа килĕшỹллĕн иртрĕ конкурс. Унта хутшăннă май професси ăсталăхне палăртма, хăвна малалла аталантарма пулать. Çĕнтерỹçĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕ те тивĕçме пултарать.

Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулăн 8б класĕнче вĕренекен И.Пукачов ĕç тăратнă та конкурса. Ильмир "Ỹсен-тăран отраслĕнчи чи лайăх бизнес-шухăш" номинацире сертификатпа диплома тивĕçнĕ. Вĕренекене парне парса хавхалантарнă. Килти пахчара акса ỹстермелли вăрлăхсемпе тивĕçтернĕ. Ĕçе вăл Г.Сафиянова класс ертỹçипе тата З.Якупова педагог-психологпа пĕрле пурнăçланă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика