Тухтăр патĕнче тĕрĕсленмеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021 10:15 Просмотров: 205

Кăкăр ракĕпе кĕрешмелли куна сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ сĕннипе 1993 çултанпа паллă тума пуçланă. Мĕншĕн-ха? Общественноçа кăкăрăн усал шыççине тупса палăртас ĕçе маларах явăçтарас тĕллевпе паллах.

Хĕрарăмсен кăкăр ракĕ - усап шыçă чирĕсенчен чи малта тăраканни. Çулленех çак диагноза тĕнчере 1250000 çынна лартаççĕ. Раççейре çакă 50 пинпе танлашать. Вĕсенчен 50 проценчĕн чир шала кайни паллă. Пирĕн çĕршывра çавна май 20 пин ытла çын çулсерен пурнăçран уйрăлать те ĕнтĕ.

Чир çамрăклансах пырать. 40 çулчченхи хĕрарăмсен кăкăрăн усал шыççи тĕл пулни шухăшлаттармаллах. 40-60 çулхисем те сахал мар чирлеççĕ. Гормонсен улшăнăвĕ те витĕм кỹрет-тĕр кунта. Кăкăрăн усал шыççи арçынсен те тĕл пулать. Çавăнпа та тĕрĕсленсех тăмалла. Вăхăтран вăхăта диспансеризаци тухмалла.

Чире мĕнле сăлтавсем пуçарса яма пултараççĕ-ха? Менструаци каярах (17 çултан иртсен) е иртерех килни (12 çулчченех), ача çуратманни, е пĕрремĕшне 35 çул иртсен çеç алла илни тата ыттисем те. Çыннăн ỹсĕм çулĕ мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ чирлес хăрушлăх пур. Ăруран ăрăва та куçма пултарать вăл. Радиаци шайĕ пысăкрах пулни витĕм кỹме пултарать. Самăрăлни те вырăнлах мар. Хĕвел çинче ытларах пулни те чире пуçарса яма пултаракан сăлтав. Пирус туртнин сиенĕ пысăк. Пĕрремĕш ачана çуратичченех туртма пуçланисен пушшех те. Çĕрлехи ĕç те, кăкăр ĕмĕртменни е хырăм пăрахни те витĕм кỹреççех. Кăкăра суранлатма тăрăшмалла мар.

Чире иртерех тупни сиплеве маларах пуçăнма май парать. Сывалас шанчăка çуратать. Диагноза пĕрремĕш стадинче палăртни хĕрарăмсен 98 процентне сывă юлма май парать. Çавăнпа та 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен икĕ çулта пĕр хутчен маммографи тухмалла. 50 çултан аслăраххисен вара çулталăка пĕр хутчен.

Паянхи куна район больницин онкологи кабинетĕнче 799 çын учетра тăрать. Кăçалхи виççĕмĕш квартал вĕçне 115-шне кăкăрăн усал шыççи диагнозне лартнă.

В. ФРОЛОВ, врач онколог

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика