Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021, 10:25 Просмотров: 262

Паян, октябрĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл ноябрĕн 14-мĕшĕччен пырать. Хаçат вулаканĕсене çырава Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та хутшăнма, электрон çырав бланкĕсене хуравлама май пулнине пĕлтернĕччĕ. Чăваш Енри кашни çын октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен портал урлă хăйсем тĕллĕн çырава хутшăнма пултараççĕ.

Çавăн пекех çырав участокĕсене, НФЦсене çитсе те ыйтусене хуравлама май пур. Чăваш Республикинче вĕсем кашни кунах (кану кунĕсемсĕр) 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Аса илтеретпĕр, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕршыв шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама 10 участок йĕркеленĕ.

 Çырав участокĕсем çак адреспа вырнаçнă:

1.Сăкăт ялĕ, Советсен урамĕ, 1-мĕш çурт, тел.: 89585531340;

 2.Патăрьел ялĕ, Канаш урамĕ, 22-мĕш çурт, тел.: 89585531343;

3.Патăрьел ялĕ, Канаш урамĕ, 22-мĕш çурт, тел.: 89585531344;

4.Патăрьел ялĕ, Канаш урамĕ, 22-мĕш çурт, тел.: 89585531345;

 5.Туçа ялĕ, Учитель урамĕ, 12-мĕш çурт, тел.: 89585531341;

6.Хирти Пикшик ялĕ, Ф. Камалетдинов урамĕ, 2-мĕш çурт, тел.: 89585531349;

7.Пăлапуç Пашьел ялĕ, Кузнечная урам, 2-мĕш çурт, тел.: 89585531350;

 8.Шăнкăртам ялĕ, Ленин урамĕ, 37-мĕш çурт, тел.: 89585531327;

9.Шăнкăртам ялĕ, Ленин урамĕ, 39-мĕш çурт, тел.: 89585531328;

10.Турхан ялĕ, Кокель урамĕ, 23-мĕш çурт, тел.: 89585531352.

Кашни çын яваплăха туйтăр

Ирина ЧИРКИНА, районта çырав ирттерес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй:

 - Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавăнпа та ăна пурин те яваплăха туйса, хăйĕн тивĕçĕ пулнине ăнланса хутшăнмалла. Районта çырава ăнăçлă ирттерсе яма 10 тĕрĕслевçĕ, 60 çыравçă ĕçе пуçăнма хатĕр. Ытти енĕпе те вĕсене ĕçлеме мĕн пур услови пур. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕнчен асăрханас тĕллевпе çырава Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та хутшăнма пулать. Ун пек пулсан çыравçăсене QR-код çеç кăтартмалла. Çыравçăпа куçа-куçăн тĕл пулнă чухне сире паракан ыйтусем социаллă пурнăçпа, демографипе, пурăнмалли условипе çыхăнĕç. Асăннă мероприятие яваплăха туйса хутшăнмалла, мĕншĕн тесен çакă пирĕн çĕршывра, республикăра, ялта пурăнакан çынсем çинчен ытларах пĕлме, халăх йышне палăртма май парать.

Минсур ВАЛИТОВ, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пирĕн малашнехи пурнăçа планлама пулăшакан пысăк ĕç. Кунта пуçтарăннă кăтартусем тăрăх регионсен, кирек мĕнле халăх пурăнакан вырăнсен бюджечĕсене палăртĕç, çавăн пекех çырав итогĕ халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕ валли - çамрăксене, çемьесене, пенсионерсене - пулăшу программисем тума та пулăшĕ. Çавăнпа та октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен пыракан халăх çыравне пурин те пысăк хастарлăхпа хутшăнмалла. Сăмах май каласан, пирĕн Шăнкăртам ялĕнче икĕ çырав участокĕ. Çыравçăсемпе тĕрĕслевçĕсем халăха йышăнма хатĕр.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика