Сыхланмалли пĕртен-пĕр мел - вакцинаци

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021 10:27 Просмотров: 197

Октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районта коронавирус пандемийĕ пуçланнăранпа 1292 çын чирленĕ. Вĕсенчен 1079-шĕ сывалнă. Çак диагнозпа 83 çын пурнăçран уйрăлнă.

Асăннă вăхăт тĕлне 11946 çын пĕрремĕш вакцинăна яртарнă. 11798-шĕ иккĕмĕш прививкăна та тутарнă. Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, прививка тутарманнисем ковидпа йывăртарах чирлеççĕ, пурнăçран та уйрăлаççĕ. Ковид вара лăпланма та шутламасть. Унран сыхланмалли пĕртен-пĕр мел вăл - вакцинаци. Специалистсем коллективлă иммунитет пулсан кăна эпир çак чире парăнтарма пулнине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та хăвăра упрăр. Чире алла илме ан парăр.

Малтанласа вакцинаци тутарма сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, социаллă служба ĕçченĕсем кăмăлтан пикеннĕ пулсан, халĕ суту-илỹ системинче вăй хуракансем çине тăни сисĕнет.

Розалия Ефимова, Первомайскинчи культура çурчĕн ертỹçи:

- Вирус каварлă пулни куç кĕретех ĕнтĕ. Кулленхи телевидени тата радио передачисенче, хаçатра ахальтен сăмах хускатмаççĕ кун пирки. Тĕнчипе паллă çынсем, çывăх пĕлекенсем чирлени, пурнăçран уйрăлни пăшăрхантарать.

Иртнĕ çулла мана та инфекци çакланнăччĕ. Малтан Патăрьелĕнче, кайран Шупашкарти медицинăн васкавлă пулăшăвĕн больницинче сипленнĕччĕ. Ỹпке 80 процентран ытларах та сиенленнĕччĕ. Чылай вăхăт выртма тиврĕ.

Вакцина тухсанах прививка тутартăм. Температура пулмарĕ. Грипран та кашни çулах вакцина яртаратăп. Яланах халăх хушшинче. Чиртен сыхланма урăхла май çук. Ĕçтешĕмсем те коронавирусран прививка тутарнă. Хаçат вулаканĕсене те "Прививка тутармаллах!"- тесе калатăп

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика