Республика шайĕнче тупăшнă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021 10:30 Просмотров: 190

 Первомайски стадионĕнче утас енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсен, Шупашкар хулин çамрăкĕсем хутшăннă.

Сывă пурнăç йĕркина кăмăллакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Первомайскинче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр Александра Деверинская, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, утас енĕпе Европа тата тĕнче чемпионки, Барселонăри 25-мĕш олимп вăййисене хутшăннă, олимп резервĕсен 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн спорт клубĕн ертỹçи Вячеслав Кильнесов саламланă.

 2010-2011 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен 300 метра Первомайскинчи вăтам шкулти А. Суворова, арçын ачасенчен 500 метра Аслă Чементи вăтам шкулти Д. Латышов финиша малтан кĕнĕ. 2008-2009 çулсенче çуралнисем 500 метра чупнă. Турханти вăтам шкулти Л. Ершовăпа В. Бузакин çĕнтерỹçĕсем пулнă.

2006-2007 çулсенче çуралнисем 1000 метрлă дистанцие парăнтарнă. Кунта Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти М. Быкова, Первомайскинчи вăтам шкулти Р. Смирнов, Р. Чернова, А.Удалов мала тухнă.

60-69 çулсенчи ветерансенчен Хурама Тварти Т. Давыдов çĕнтернĕ.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ.

 А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика