Скутер рульне итлеттерейменрен арçын васана чăмнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021, 14:22 Просмотров: 229

ЮЛАШКИ çулсенче хулара çеç мар, ялсенче те скутерпа çỹрекенсем йышланчĕç. Çăмăл техникăна парăнтарма йывăрах мар пулин те, унăн рулĕ умне лараканăн ытти водительсем пекех çул-йĕр-правилине лайăх пĕлмелле. Унсăр пуçне скутерпа е мопедпа çула тухаканăн "В" категориллĕ удостоверени те кирлĕ. Ун пек чухне "М" категори те пур шутланать.

Çак кунсенче Патăрьелĕнче аслă çул çинче скутерпа пулнă аварин сăлтавĕ - водитель пăрăннă чухне руле итлеттерейменни. Çакскер тимĕр карта çине пырса тăрăннă та васана чăмнă. Районти çул-йĕр инспекторĕсем çирĕплетнĕ тăрăх 32 çулхи арçыннăн удостоверени те, ОСАГО та пулман-мĕн. Çитменине тата пуçне шлем та тăхăнман. Юрать-ха пăтăрмах синкерлĕ çаврăнса тухман, водителе çийĕнчех больницăна ăсатнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика