Мошенник шăнман пăр çине те, чике тăршшĕ те лартма пултарать...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021 14:23 Просмотров: 142

ПУРНĂÇРА ырăпа усала уйăрни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах вăл банкра е электронлă енчĕкре упранакан укçа-тенкĕпе çыхăннă пулсан. Мошенниксем темĕнле çул-йĕрпе те сирĕн пата телефонпа шăнкăравласа тухма, шанăçа кĕрсе "пулăшма" тăрăшаççĕ: счет çинче упранакан укçа-тенкĕне ултавçăсем касса илме пикеннĕ, çавна май ăна чарса лартас тĕллевпе темиçе "операци" пурнăçламалла имĕш тата ытти те. Ун пек чухне, паллах, вĕсем çынна "ырă" тăвас тĕллевпе ĕненмелле калаçаççĕ, укçа куçарса пама ыйтаççĕ тата ытти те. Шăпах çак утăма никамăн та тумалла мар. Акă, çак кунсенче çеç Шупашкарти 61 çулхи хĕрарăм ултавçăсене 2,6 миллион тенкĕ укçа куçарса панă. Çав укçаран 1,8 миллион тенкине кредит илнĕ, ытти вара хăй пуçтарнă нухрат пулнă. Хыпăнса ỹкнĕ чухне нимĕн те мар çакнашкал йăнăш туса хума пулать.

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика