Пĕрлехи вăйпа çеç парăнтарăпăр чире

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021 14:34 Просмотров: 154

 Коронавирус ниепле те лăпланма пĕлмест. Чирлекенсен йышĕ куллен нумайланса пырать. Амака çул парас мар, сывлăха упрас тесен кашнийĕн вакцина яртармалла. Октябрĕн 15-мĕшĕнче "Контактра" социаллă сетьре йĕркеленĕ тỹрĕ линие хутшăннă район пуçлăхĕ - районти тĕп больница врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова та çак шухăша темиçе хутчен те палăртрĕç.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çитĕннĕ çынсен 12294-шĕ е 74 проценчĕ чиртен хỹтĕленсе медицина учрежденийĕсене çитсе вакцина тутарттарнă. Шăпах халăхпа ĕçлекенсем - медицинăра тăрăшакансем, учительсем, социаллă службăра вăй хуракансем - хăйсен яваплăхне туяççĕ.

"Вакцина яртарнин усси тата витĕмĕ пур-ши?" - тесе ыйтрĕç тỹрĕ линие хутшăнакансем. Николай Тинюков Патăрьелĕнчи тĕп больницăри ятарлă уйрăмра хальхи вăхăтра коронавируспа чирлĕ 84 çын сипленнине пĕлтерчĕ, улттăшĕ шăпах вакцина яртарнă пулнă. Вĕсем чире, ыттисемпе танлаштарсан, çăмăлтарах ирттернине тата ун пеккисем реанимацие лекнĕ пĕр тĕслĕх те пулманнине пĕлтерчĕ. Прививка тутарнисен усал амакпа кĕрешме иммунитет вăйланать, çавна май организм та хирĕç тăрать.

 Чир уйрăмах 60 çултан иртнисене, вăрах чирпе нушаланакансене, чĕре тата унăн сосучĕсен, ỹпке чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, гипертонипе аптăракансене ерме пултарать. Çавăнпа та кашнийĕн тивĕçлĕ йышăну туса вакцина яртармалла.

Коронавирус аслă çултисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те хăрушлăх кăларма пуçларĕ. Юлашки вăхăтра çамрăк ăру хушшинче чирлекенсем пулнă тĕслĕхсене те шута илнĕ.

Чир ан çулăхтăр тесен çынсем йышлă пулакан вырăнсенче маска тăхăнмалли, пĕр-пĕринчен 1,5-2 метр айккинче пулмалли, вирусран ятарлă шĕвексемпе усă курмалли режима пăрахăçламаннине те аса илтерчĕç.

Çынсем пĕр шухăшлă пулсан çеç коронавируса парăнтарма пулать. Пурте вакцинăлансан чир хăратма пăрахĕ. Прививка тутарма кăмăл пуррисене районти тĕп больницăра та, врач амбулаторийĕсенче, ялсенчи ФАПсенче те йышăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика