Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021 14:40 Просмотров: 163

График, прикладник, СССР художникĕсен союзĕн членĕ (1977), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ (2007) Алексей Иванович Бахмисов çуралнăранпа октябрĕн 21-мĕшĕнче 80 çул (21.10.1941 - 26.05.2018) çитет.

А. Бахмисов Тури Чакă ялĕнче çуралнă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Вăл ĕç стажне 1967 çулта Горно-Алтайри педагогика училищинче ỹнер ăсталăхĕн преподавателĕнчен пуçланă. 1969-1975 çулсенче РСФСР художество фончĕн Нижнекамски филиалĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен керменĕнче художник пулнă. 1974-1975 çулсенче - Шупашкарти иккĕмĕш ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ. 1977-1981 çулсенче - тĕп художник, 1975-1993 çулсенче - РСФСР художество фончĕн Чăваш Енри пултарулăхпа производство мастерскойĕн художникĕ. 1973 çултанпа республикăри, регионсем хушшинчи, Раççейри куравсен участникĕ. 2001 çулта Шупашкарта унăн произведенийĕсен куравĕ иртнĕ.

 Тĕп произведенийĕсем: "Йăва", "Çурхи пейзаж", "Планета чĕри", "Хула çĕкленет", "Вăрман сукмакĕсем", "Тракторострой" линогравюр серийĕ, "Тĕрлекенсем", "Вăйă карти", "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" триптих тата ытти те.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика