Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2021, 10:13 Просмотров: 202

Çитес çулхи бюджет та социаллă тăкаксене тĕпе хурĕ

Чăваш Ен çитес çул мĕнле бюджетпа пурăнасси халех уçăмланать - Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырланă. Бюджетăн çитес çулхи параметрĕсемпе вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Вăл саккун проектне хатĕрленĕ май аталанăвăн наци тĕллевĕсене пурнăçлассине тĕпе хунине палăртнă. Саккун проектĕнче бюджетăн çитес çулхи тупăшне 67 миллиард тенке яхăн палăртнă. Çав шутра хамăрăн тупăш - 34,8 миллиард тенкĕ. Мускав каялла тавăрса памалла мар майпа уйăраканни - 32,2 миллиард тенкĕ.

Ĕçсĕрлĕх шайĕ ковид умĕнхи тапхăртипе танлашнă

Ĕçсĕр тесе регистрациленнисен йышĕ пĕлтĕрхи чи çивĕч тапхăртинчен ултă хут пĕчĕкленнĕ. Ун чухне, август уйăхĕнче, ĕçсĕррисен шучĕ 29,7 пине çитнĕ. Ку ыйту паян та çивĕч-ха. Республикăра ваканси чылай, анчах граждансем вĕсене йышăнма васкамаççĕ, мĕншĕн тесен ĕç паракансем сĕнекен шалу виçи пĕчĕк. Тăхăр уйăхра ĕç укçин виçи 4,1 процент хутшăннă - 34045 тенке çитнĕ. Çак ỹсĕм хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче - иккĕмĕш. Раççейре тăваттăмĕш вырăнсенче. Муниципалитетсемпе пăхсан - шалăвăн чи пысăк вăтам виçи Шупашкарта (41 пин тенкĕрен иртнĕ). Красноармейски районĕ те тĕп хуларан нумай кая юлмасть - 38,9 пин тенкĕ.

Техника туянаççĕ

Кăçалхи тăхăр уйăхра ЧР Технадзорĕ республикăри мĕн пур йышши хуçалăхсем туяннă 645 единица техникăна регистрациленĕ. Çав шутра 150-шĕ - фермерсен.

Конкурса хутшăнăр

Республикăри тата Раççейри регионсенче пурăнакан чăваш тĕррин ăстисене "Пурăн, чăваш эрешĕ" конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Пултарулăх ăмăртăвне профессионал тĕрĕçĕсем кăна мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен ташă тутăрĕ тĕрлесе хатĕрлемелле те ноябрĕн 15-мĕшĕччен Чăваш тĕррин музейне илсе çитермелле: Шупашкар, К.Маркс урамĕ, 32-мĕш çурт. Çĕнтерỹçĕсене ноябрĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш тĕррин кунĕнче, чыслĕç.

Бруцеллез - хăрушă чир

 Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи Шурут-Нурăс ялĕнче выльăх бруцеллезпа чирленине тупса палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин октябрĕн 16-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн Шурут ял тăрăхĕн территорийĕнчи пĕр хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх бруцеллезĕпе карантин туса хунă.

Экспорт пысăкланать

 Республика экспорта пысăклатса пырать. Чăваш Ен паян 96 çĕршывпа тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталантарать. Экспорт кăçал 433 миллион доллара çитнĕ - 2021 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартуран 15 процент пысăкрах.

ГТО нормативне пурнăçлаççĕ

Чăваш Енре пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн тĕрĕслевне хутшăнаççĕ. Муниципалитетсем хушшинче чи хастаррисем - Шупашкар, Елчĕк районĕсем тата Канаш хули.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика