Кун йĕркинче - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2021, 10:28 Просмотров: 226

 Октябрĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

 Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах район пуçлăхĕ Николай Тинюков депутатсене Патăрьел районĕнчи муниципаллă пĕрлĕхре финанс тĕрĕслевне ирттерекен полномочие Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатине куçарас пирки паллаштарчĕ, кун пирки пурте пĕр саслăн йышăну турĕç.

 Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайне улăштарасси çинчен калакан йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем ăна та пĕр шухăшлăн çирĕплетрĕç.

Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчех Патăрьел район территоринче муниципаллă çĕрсен тĕрĕслевĕ пирки положение пăхса тухрĕç, "Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕ" муниципаллă пĕрлĕх харпăрлăхĕнчен куçакан пурлăха Патăрьел районĕнчи ял тăрăхĕсене парас, çавăн пекех район территорийĕнче уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсене муниципаллă тĕрĕслеве памалли çинчен калакан положение те çирĕплетрĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Тямина паллаштарчĕç.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, кашнийĕнпех тивĕçлĕ йышăну турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика