Ырă чĕреллĕ пулар

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2021 10:32 Просмотров: 135

Чăваш Енре 1995 çултанпа "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Çавна май районта пурăнакансем, ĕç коллективĕсем акцие хутшăнса ỹссе çитĕнекен ăрăва мĕн чухлĕ те пулин пулăшу кỹрес тĕллевпе хăйсен тỹпине пухмача хываççĕ.

Юлашки 3 çулта пурĕ 1699 пин тенкĕ укçа пухăннă. Унпа йывăр шăпаллă çемьери ачасене 200 пин тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьери ачасене шкул тата спорт тумтирĕ туянма 240 пин тенкĕ тăкакланă. Ишлĕри ача сачĕ валли вылямалли теттесем, Хирти Пикшикри вăтам шкул валли сĕтел-пукан туянма 108 пин тенкĕ ытла янă.

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕ валли музыка инструменчĕсем, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул, ачасен ăсталăх çурчĕ валли 365 пин тенкĕлĕх музыка аппаратури туянма май пулнишĕн савăнмалла.

Ачасемпе çамрăксене спорт вăййисене явăçтарас тĕллевпе Çĕнĕ Ахпỹртри "Олимп" командăна 109 пин тенкĕлĕх хоккейла выляма тумтир туянса панă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата икккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче темиçе хутчен те мала тухнă. Вĕсенче вĕренекенсене те 257 пин тенкĕлĕх çĕнĕ форма туянса пама майсем тупнă.

Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене пурлăх енĕпе пулăшнă. Йывăр шăпаллисем валли çĕнĕ çул парнисем кỹнĕ тата костюмсем туянса панă тата ытти те.

 "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх акцие çуллен хутшăнса хăйсен тỹпине хывакансене тав сăмахĕ те калас килет. Ку енĕпе Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Турхан, Шăнкăртам, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, Патăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи, Туçари, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ, Первомайскинчи вăтам шкулсен, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, Шăнкăртамри "Сандугач" тата "Ромашка", Çĕнĕ Ахпỹртри, Первомайскинчи ача сачĕсен, Треньелĕнчи пуçламăш шкул-сад, централизациленĕ клуб системин коллективĕсене тата ыттисене те палăртса хăвармалла.

"Район администрацийĕнче, тĕп больницăра, халăха социаллă пулăшу паракан центрта, социаллă хỹтлĕх пайĕнче, ветстанцинче, аптекăра, шалти ĕçсен пайĕн "Батыревский" уйрăмĕнче, "Исток" çĕр ĕç фирминче, энерги сутакан компанинче, районти "Авангард" хаçат редакцийĕнче, Турханти психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсен хастарлăхне те палăртса хăвармалла",- тенĕччĕ пĕр канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова.

 "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх пухмачне кăçал 296529 тенкĕ укçа пухăннă. Ку енĕпе эпир республикипе 4-мĕш вырăнта тăратпăр. Шупашкар хули, Шупашкар тата Пăрачкав районĕсем пиртен харсăртарах пулчĕç.

Ыр кăмăллăх кỹресси çын мĕнле пурăннинчен килмест. Хăвăн ăшăлăх туйăмне кама та пулин парса савăнтарни кăмăллă. Аслисенчен пулăшу кĕтекенсем пурах-çке. 700 ытларахăшĕ йышлă ачаллă, 132-шĕ йывăр шăпаллă çемьере пурăнаççĕ. 140-шĕ сывлăх енĕпе хавшак. Эппин, алă тăсар вĕсем патне. Ырă чĕреллĕ пулар.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика