"Ирхи апат - директорпа"

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2021 10:33 Просмотров: 130

Ачасене шкулта апатлантарасси тĕп вырăнта тăрать. Çакăнтан çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ тỹр-ремĕнех килет-çке. Кунта апат пахалăхне çеç пăхмалла мар. Санитари правилисемпе нормисене пăхăннине, усă курмалли чĕр-тавара камсенчен илнине те шута хумалла.

Ачасене шкулта апатлантарассине лайăхлатса пырас, вĕри апатпа тивĕçтерессин ырă ĕç опытне сарас, вĕсем мĕн çинине ашшĕ-амăшĕ патне çитерес тĕллевпе "Ирхи апат - директорпа" республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 2-4 классенче вĕренекенсем Наталия Андреева шкул директорĕпе пĕр сĕтел хушшине ларчĕç. Ачасем Наталия Борисовнăна шкул столовăйĕнчи апат килĕшни, ăна поварсем тĕрлĕрен тата тутлă хатĕрленине палăртрĕç.

Шкул ачисем пăлханни сисĕнчĕ. Çакна ăнланмалла та. Кашнийĕнчех ертỹçĕпе сĕтел хушшине ларса хăвна интереслентерекен ыйтусене хускатаймастăн-çке. Апачĕ тутлă пулчĕ. "Ирхи апата пĕрле ларасси малашне йăлара пултăр",- терĕ Н. Андреева.

Ачасене вĕри апат çитерессине ашшĕ-амăшĕ те сăнаса тăрать. Вĕсемпе пĕрле шкул администрацийĕ те апат пахалăхĕ пирки интересленетех. Çавна май порцисене тивĕçлĕ панипе, вĕсем менюпа килĕшсе тăнипе, апатланакан зал тирпейлĕхĕпе тата ыттипе те кăсăкланать.

Ашшĕ-амăшĕ енчен ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессипе палăртнă кăлтăксем çук. Рацион менюпа килĕшсе тăрать. Классенчи ачасен йышне тата коронавирус инфекцийĕ сарăласран хỹтĕленмелли условисене кура апатлантарма тăрăшаççĕ. Сĕтелсемпе чашăк-тирĕке дезинфекци тăвассине тĕпе хураççĕ.

 А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика