Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 09:23 Просмотров: 150

Юлашки çула ăсатнă

Чăваш Ен хăйĕн юратнă çыннине, тĕлĕнмелле пултаруллă актрисăна - СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана юлашки çула ăсатнă. Сыв пуллашу Вера Кузьминична 1947 çултанпа паянхи кунччен ĕçленĕ тăван театрĕнче иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вера Кузьминан шăпи пĕтĕмпех халăх шăпипе çыхăннине, унăн сăнарĕсем чăваш Амăшĕн чăн-чăн таса, пархатарлă енĕсене уçса панине асăннă. Вера Кузьминана Богдан Хмельницкий урамĕнчи масара, республикăн Мухтавлă çыннисен аллейине, пытарнă.

Транспорт хăрушсăрлăхĕн паспорчĕ пулмалла

Терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра халăха транспортпа хăрушсăрлăхсăр илсе çỹремешкĕн тивĕçлĕ тытăм туса хума ыйтнă. Республикăра хальхи вăхăтра 89 перевозчик ĕçлет. "Вĕсен кашни транспорчĕ пуçне транспорт хăрушсăрлăхĕн паспорчĕ пулмалла. Эпир çапла ыйтатпăр, анчах вăл 20 перевозчикăн кăна пур. Укçа çукки çине йăвантараççĕ",- тенĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов.

 Конкурс иртет

Чăваш Енре обществăпа çыхăнса ĕçлекен специалистсен професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртет. "PRофи-21" ят панăскере çак тытăмра ĕçлекен пултаруллă специалистсене тупса палăртса хавхалантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Конкурса обществăпа çыхăнса ĕçлекен тытăмри, Чăваш Республикин патшалăх органĕсенче тăрăшакан, регионти муниципалитетсен органĕсенче, федерацин ĕç тăвакан влаçсен вырăнти органĕсенче вăй хуракан специалистсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене ноябрĕн 10-мĕшĕччен profi21.сар.ru сайтра йышăнаççĕ.

 Шăрттаншăн сасăлар!

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче предпринимательлĕхе аталанма пулăшас, агропромышленность комплексĕнчи тытăмра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе çирĕплетес, ял территорийĕсене аталантарас, регионсенчи халăх хапăллакан наци апат-çимĕçне кăтартас тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви "Вкусы России-2021" конкурс йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчен конкурса хутшăнма 6 предприяти заявка тăратнă. Çав шутра Чăвашпотребсоюзĕн "Етĕрне хулинчи аш-какай комбиначĕ" тулли мар яваплă пĕрленшỹ те пур. Малта пыракан потребительсен кооперацийĕ иккĕмĕш çул жюри умне Роспатентра 2019 çулта "Чувашский" ятпа регистрациленĕ чăваш шăрттанне тăратать.

"Вкусы России-2021" конкурсра та "Чувашский" шăрттана ырласа октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен сасăлама пулать. Апла пулсан, сасăлава хутшăнар!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика