Хушнине итлеменнисене штрафлама та пултараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021 09:58 Просмотров: 97

КОРОНАВИРУСПА çыхăннă çирĕп йĕрке чылайлăха е кĕске вăхăтлăха çеç пулĕ-ши? Çакна, паллах, татса калаймăн. Çапах та паянхи кун прививка тунине ĕнентерекен сертификат QR-КОД тĕп документ пекех шутланать. Вăл пулмасан килте ларнинчен лайăххи те çук темелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн музейсене, вулавăшсене тата архивсене те ковидран вакцинациленнине çирĕплетсе паракан документсăр, чирленĕ хыççăн çур çул иртменнине ĕнентерекен справкăсăр е коронавирус ерменнине ĕнентерекен ПЦР-тестсăр кĕртмĕç. Ресторансемпе кафесенче, бассейнсенче те çакнашкал йĕркех.

Çакна та палăртса хăвармалла. Пурне те пырса тивекен хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисене штрафлама та пултараççĕ. Уйрăм çынсене 1 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 10 - 50 пин тенкĕ, усламçăсене 30 - 50 пин тенкĕ, предприяти-организацие вара 100 - 300 пин тенкĕ таран. Паллах, штраф панипе усал чире малалла сарăласран чараймăн, çапах та çирĕп йĕрке пуриншĕн те пĕрре. Пурте пĕр шухăшлă пулсан çеç каварлă чире парăнтарма май пулĕ.

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика