Гузелия Сафинан ыр кăмăллăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:08 Просмотров: 165

КЗЫЛ Чишмара çуралса ỹснĕ Гузелия Сафина ыр кăмăллăхпа пурнăçланă ĕçĕсем пирки "Авангард" хаçатра пĕрре мар çырнă. Районăн хисеплĕ гражданинĕ, паллă меценат тăван район, юратнă ял аталанăвĕшĕн нумай тăрăшать, пулăшать. 2-3 çул каялла çеç Гузелия Мухарямовна хăй çуралса ỹснĕ ялти масар картисене çĕнĕрен тытма, унти çуртне çĕнетме пулăшрĕ. Кăшт маларах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка юсама укçа-тенкĕпе саплаштарчĕ тата ытти те. Октябрĕн 14-19-мĕшĕсенче вара унăн пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпех ял масарĕ таврашне икĕ йĕркепе 600 чăрăш, тĕп хапхи умне 12 катăркас (можжевельник) лартнă. Йăвăç лартакан ăстасемпе рабочисем Хусантанах килнĕ. Кашни тĕме лайăх шăварса, тислĕкпе варăнтарса вырнаçтарнă. Çак ĕçе йĕркелесе пыракан М. Сафин ĕç ветеранĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсене çумăр çумасан кашни эрнерех автомашинăпа шыв илсе килсе шăварса тăма шутлаççĕ. Субботник кунĕсенче те йывăçсене йăл илме 12 автоцисцерна шыв шăварнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика