Прививка тутарма тăрăшмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021 10:14 Просмотров: 104

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова коронавирус инфекцийĕ сарăласран тимлес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвне ирттерчĕ. Унта район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков районти 35 ялти 124 çын çак чирпе сипленнине палăртрĕ.

Сиплев учрежденийĕсенче коронавирус инфекцийĕнчен хỹтĕленсе вакцинаци тăвасси пырать. Кăмăл пуррисен 122 номерлĕ телефонпа çыхăнса, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă харкам-хăй кабинетне кĕрсе, поликлиника регистратурине пырса е врач патне çитсе çырăнма пулать.

Районта кулленех коронавирус инфекцийĕнчен хỹтĕлессине мĕнле пурнăçласа пынипе интересленсе обществăлла транспортра, суту-илỹ точкисенче, вĕрентỹ учрежденийĕсенче, апатлану объекчĕсенче, çынсем йышлă пулакан вырăнсенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Паянхи лару-тăрăва тишкернĕ май Светлана Чернова чир сарăлас хăрушлăх çав çавах пуррине палăртрĕ. Çавна май Светлана Алексеевна прививка тутармалли кампание анлăн сарма, район территорийĕнче хỹтĕлев мерисене туллин пурнăçласа пыма сĕнчĕ.

Районăн хисеплĕ çыннисемпе хăнисем! Маска тăхăнмаллине ан манăр. Çын йышлă пулакан вырăна çỹремесен те юрать. Пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие тытма тăрăшăр. Çакă хăвăра тата ыттисене çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ лекесрен хỹтĕлĕ. Сывлăхăра упрăр.

А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика