Умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:17 Просмотров: 167

Иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова ертсе пынă.

Канашлура коронавирус инфекцийĕ сарăлас тĕлĕшпе районта мĕнлерех лару-тăру пулнине, ял тăрăхĕсен кăçалхи тăхăр уйăхри бюджетне пурнăçланине, 2022 çулта автоçулсене юсас тата пăхса тăрас ыйтусене сỹтсе явнă. Вĕсемпе район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов паллаштарнă.

2021 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьел районĕнчи ял тăрăхĕсен бюджетне тупăш енĕпе 124891,1 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку кăтарту 30 процент ỹснĕ.

Мĕн пур йышши бюджетран тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ калăпăшĕ 101930,3 пин тенкĕ. Вăл та иртнĕ çулхинчен 32,6 процент ытларах.

Асăннă тапхăрта ял тăрăхĕсенчи бюджет тăкакĕ 112739,7 пин тенкĕ е пĕлтĕрхипе танлаштарсан 112,6 процент. Вăл шутра социаллă тата культура сферинче 34099,4 пин тенкĕ е 2020 çулхипе танлаштарсан 103,0 процент.

Район территорийĕнче автомобиль çулĕ 550 çухрăма тăсăлать. Вăл шутра 18,6 çухрăмĕ федераци, 90,1 çухрăмĕ регион, 130,1 çухрăмĕ район пĕлтерĕшлĕ. Ялсенчи урамсен вăрăмăшĕ 340,2 çухрăм, вăл шутра 289 çухрăмĕ хытă сийлĕ.

Районти çулсене И.Рубцова (73 çухрăм), Л. Манзуркина (52,4 çухрăм) предпринимательсем, Р.Санзяпов фермер хуçалăхĕ (4,6 çухрăм) муниципаллă контрактпа килĕшỹллĕн пăхса тăраççĕ. Мĕн пур организацире хĕллехи тапхăрта çула пăхса тăракан техника çителĕклĕ, ĕçе юрăхлă, тăварпа хăйăр хутăшĕ те ытлă-çитлĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Светлана Чернова уйрăмах вырăнсенче коронавирус чирне малалла сарăлма парас мар тĕллевпе пурнăçламалли йĕркесене çивĕчлетнĕ, кун пирки халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине каланă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика