Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2021, 09:27 Просмотров: 135

80 çул çитрĕ

Сăрпа Хусан хӱтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа ĕнер 80 çул çитрĕ. Сарлака та тарăн окопсене шăпах 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче чавма пикеннĕ. Ҫак ĕç 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен пынă. Калама çук асаплă та паттăрла ĕçе республикăри 200 пине яхăн хĕрарăм, кинемейпе мучи, пĕве çитмен хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Историллĕ пулăма халалласа 2021 çула Сăр тата Хусан хӱтĕлев чиккисене тăвакансен ятпа ирттереççĕ. Ҫак ятпа Раççей почти ятарлă конверт та хатĕрлесе кăларнă.

Хăрушă  чир лăпланмасть

Коронавирус   вăй илсех пырать. Кулленех стационарсене чир шала кайнипе аптăранă 300-350 çын выртать. Тухтăрсем вĕсене сиплес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ҫак кунсенче ача кĕтекен хĕрарăма коронавирус чирĕнчен сыватнă. Унăн ӱпкине хăрушă чир пĕтĕмпех сиенленĕ пулнă. Ҫапах та хĕрарăма та çăлса хăварнă, пепки те йĕркеллех çуралнă. Каласа хăвармалла, коронавирусран пулас амăшĕсене те вакцинацилеççĕ. Анчах та 22-мĕш эрне хыççăн кăна.

Раççейре – 32-мĕш

Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕ Раççейри чи лайăх предприятисен йышне кĕнĕ. Троллейбус транспорчĕн управленине «2021 çулхи отрасль лидерĕ» номинацие хутшăнма суйланă. «Бизнес Рейтинг» тулли мар яваплă общество кăтартăвĕсем тăрăх, вăл Чăваш Республикинчи предприятисен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă, федерацин Атăлçи округĕнче — 9-мĕш, Раççейре вара — 32-мĕш.

Удобрени туянаççĕ

Республикăри хуçалăхсем çур акине хатĕрленсе удобрени туянаççĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне аграрисем 22 пин тонна минерал удобренийĕ илнĕ. Ку кирлин 115,3 процент пулать. Ҫуракине ирттерме вара 19 пин тонна кирлĕ. Хуçалăхсене минерал удобренийĕпе Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ тивĕçтерет.

Чи лайăх вĕренекене палăртнă

«Çулталăк вĕренекенĕ-2021» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕн финалне пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренекен Варвара Еремеева çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. 2 степень лауреачĕ — Егор Грачев /Шупашкарти 31-мĕш шкул/, 3 степень лауреачĕ _ Анна Ильина /Çĕрпӳри М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкул/. Конкурса пĕтĕмпе 25 çын хутшăннă.

Суд приставĕсемпе çыхăнма

Парăмсем пуррипе çуккине пĕлме халĕ питĕ ансат — ЧР Суд приставĕсен Федераци службин управленийĕн сайтне çеç кĕмелле. «Банк данных исполнительных производств» сервис пулăшнипе кирлĕ информаци илме пулать. Е телефонран «ФССП России» приложенипе усă курма май пур. Тепĕр мел — республикăри нумай функциллĕ центрсем.

Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

Çапла, сыхлăх çулла — çынсем шыва кĕнĕ вăхăтра — кăна мар, кĕркунне-хĕлле те кирлĕ. Юлашки çичĕ çулта кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта республикăра 34 çын путса вилнĕ. Кăçал ноябрь уйăхĕнче те çанталăк улшăнчăк пулĕ, кӳлĕ-юхан шыв декабрьте кăна çирĕп пăрпа витĕнĕ. Апла тăк асăрханулăх пушшех кирлĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика