Тăрăшулăх ỹсет

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2021, 15:20 Просмотров: 196

Пĕр-пĕрне пулăшма вĕренес, ушкăна хăнăхас, юлташсен умĕнче яваплăха туяс, итлес ăсталăха аталантарас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И.Шашкина логопед кĕçĕн классемпе викторина ирттерчĕ.

Умма лартнă тĕллевсем татах та пулчĕç. Урокра мĕн вĕреннине асра тытса юлмалла. Калаçăва аталантарса пымалла. Ытларах та ытларах сăмах вĕренмелле. Ăс-тăна пуянлатмалла. Шухăшлама, пĕтĕмлетỹ тума, тишкерме пĕлмелле. Тĕрĕс итлеме, курма хăнăхмалла. Мероприяти пуçламăшĕнче вĕрентекен командăсене ятсем шырама сĕнчĕ. Пĕрисем "Хутла пĕлекеннисем", теприсем "Ăсчахсем" пулчĕç. Вĕсен "Ытлашши сăмаха туп", "Сăмаха вĕçĕнчен вула", "Çĕнĕ сăмах туп", "Сăмаха вĕçне çитер" тата ытти конкурссенче те тупăшмалла пулчĕ. Вăййа хутшăнакансем тăрăшулăхпа палăрчĕç. Çĕнĕ сăмахсем тупасси, антонимсем шырасси, сăмах çаврăнăшĕсене васкавлă каласси вĕсене йывăрлăх кỹмерĕ. "Хутла пĕлекеннисем" çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика