Хăвна улталама ан пар!

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2021, 08:45 Просмотров: 352

ÇАК кунсенче районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕнче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕ Н. Абужаров подполковник пулчĕ, пичет ĕçченĕсемпе мошенниксем тĕрлĕрен меслетпе банк карттинчен укçа касса илме пултарни пирки калаçу пуçарчĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта çакнашкал 26 тĕслĕх шута илнĕ, мошенниксем 1 миллион та 832 пин тенкĕ укçана электронлă енчĕк урлă вăрланă. Шар курнисем хушшинче ытларах аслă çулхи çынсем. Çав вăхăтрах Николай Геннадьевич çамрăксем те ултавçăсен серепине çакланнине пĕлтерчĕ.

Район полицийĕ çирĕп асăрхаттарать: хăвна улталама ан пар! Сире телефонпа шăнкăравласа банк работникĕ пек пулса карта номерне ыйтаççĕ, Интернетри таваршăн маларах тỹлеме хушаççĕ, парне выляса илнĕ тесе савăнтараççĕ, компенсаци сĕнеççĕ, паллакансем урлă кивçен укçа ыйтаççĕ е тата ытти те - çакă пурте суя, ултав! Пĕлмен çынпа телефонпа калаçманни сире пысăк тăкак курасран та сирĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика