Антонина Киргизовăна - Раççей Президенчĕн Хисеп грамоти

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2021, 11:10 Просмотров: 283

ШУРĂ халатлă медицина ĕçченĕсем хушшинче хăйĕн профессине чун-чĕререн парăннă специалист сахал мар. Еншикри нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Антонина Киргизова (Субботина) Шупашкарти иккĕмĕш хула больницинче медицина сестринче тăрăшать. Аслă категориллĕ специалист реанимаци тата интенсивлă терапи палатинче ĕçлет. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çак уйрăмра çынсен сывлăхĕшĕн кĕрешекен тухтăрсемпе медицина сестрисен ĕçĕ мĕнле йывăр пулни каламасăрах паллă. Антонина Николаевна та усал чир пуçланнă тапхăртанпах çак уйрăмра чирлисемпе тимлет, ĕçне тỹрĕ чунпа, хăйне хĕрхенмесĕр пурнăçлать. Нумай пулмасть пирĕн ентешĕмĕре Раççей Президенчĕн Хисеп грамотипе чыслани шăпах унăн пархатарлă та сумлă ĕçне хак пани.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика