"Патăрьелĕнчи автостанцие кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн..."

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2021, 09:38 Просмотров: 260

 ÇАКĂН пек пăшăрхануллă çыру килчĕ "Авангард" хаçат редакцине. Автор хăйĕн ятне палăртман пулин те çивĕч ыйту хускатнă. Çула тухнă çынна автобуспа малалла ларса кайма автостанци кирлĕ пулнă-мĕн. Çакскер пĕринчен, тепринчен, виççĕмĕшĕнчен ыйтать вăл ăçта вырнаçнине. Çынсем пỹрнепе тĕллесе кăтартнă çурт умне çитсен те хăйне кирлĕ автостанцие часах тупаймасть пассажир. Йĕри-тавра пăхса çаврăнать - "Автостанция" текен афишăна курмасть. Ара, вывескине тỹрех асăрхамалла çакман та... Ун вырăнне вара çак çурта арендăна вырнаçнă темĕнле магазин ячĕ те, реклама та питĕ курăмлăн çакăнса тăрать. "Чи пĕлтерĕшли валли вырăн юлман-тăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ентешсем патне килсе çакăн пек тĕлĕнтермĕш куртăм...",- вĕçлет хăйĕн çырăвне палламан çын.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика